Раççей Писателĕсен тата Журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР хисеплĕ тавра пĕлÿçи, халăх ăсчахĕ, 17 кĕнеке авторĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ К. Шачкин çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 80 çул çитрĕ. Вăл — пирĕн ентеш, Именкасси çынни. Çак кунсенче вара ялта пурăнакан çыравçăна ял-йыш чысларĕ. Çав ятпа тăван шкулта савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ.
Юбилей уявне Именкассинчи тĕп библиотекарь И. Егорова уçса йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах сăмах шкул директорне — О. Арманована пачĕç. Вăл экран çине черетленсе тухса пыракан электронлă курав умĕнче прозаикăн, поэтăн, çĕр ĕçченĕн, çут çанталăк тусĕн, спортсменăн нумай енлĕ таланчĕ пирки каласа кăтартрĕ. Константин Филипповича ахальтен мар иртнĕ çул Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕн ячĕпе чысларĕç. Юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков алă пуснă Тав çырăвне, шкул дирекцийĕн хисеп хутне, парне пач
...
Малалла вула