К. Ф. Шачкина республикипех пĕлеççĕ. Статйи-хайлавĕсене тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕрен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшренпе паллатăп ăна. Каярахпа пĕр вăхăт район хаçатĕнче пĕрле те вăй хутăмăр.
Аслă юлташăм вăл маншăн. Хаçатçă ĕçне хăнăхма та пулăшрĕ. Тав Константин Филипповича çавăншăн. Сăлтавĕ кунра çеç мар-ха тата. Лаша çулталăкĕн пуçламăшĕнче общество корреспонденчĕ, журналист, писатель, тавра пĕлÿçĕ, халăх ăсчахĕ 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. К. Шачкин — Именкасси çынни. Шкул хыççăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Çартан таврăннăранпах (Çурçĕр тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă вăл) пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тăван колхозра тĕп агрономра, председательте тăрăшнă. Каярахпа республикăри çĕр ĕçне химизацилек
...
Малалла вула