Тунтикун, 02.12.2024, 16:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 30 » Халăх çӳпçинчен...
Халăх çӳпçинчен...
22:40
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна çĕнĕ паха кĕнеке пичетленсе тухрĕ — Никифор Наумовăн «Халăх çӳпçинчен: этнографи ăнлавĕсен пуххи». 
Кĕнекере 19 пай — чăвашсен пурăнмалли вырăнĕсем, ял тавралăхĕ, кил-çурт таврашĕнчи хӳтлĕх-хуралтă, кăмака тумалли хатĕрсем, чӳлмек тумалли ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, катка-пичке, ял хуçалăхĕ, урапа-çуна пайĕсем, пулă тытмалли ĕç хатĕрĕсем, сунар хатĕрсем, апат-çимĕç, тумтир, эреш, пир-авăр, тирçĕ ĕçĕ, музыка инструменчĕсем, авалхи теттесем. Хăшĕ-пĕри вĕсемпе паллашнă та ĕнтĕ — хăй вăхăтĕнче вĕсем «Хыпарта» пичетленсе пычĕç.
«Халăх çӳпçинчен...» кĕнекере — тăван халăхăмăрăн тĕрлĕ енлĕ ăс-хакăлĕ, пурлăх пуянлăхĕ, чăваш аталанăвĕ. Вĕсемсĕр пирĕн пурнăçăмăр тулли мар, аваллăхран килекен çыхăну татăлать.
Статьясен содержанине туллинрех уçра парас тĕллевпе кĕнекене ӳкерчĕксемпе пуянлатнă. Чылайăшне журналсемпе справочниксенчен илнĕ. Çак ĕçре ăна чи çывăх çыннисем — мăшăрĕ Евгения Петровна, ывăлĕ Петр — пулăшнă.
Чăваш халăх академииĕн хисеплĕ президенчĕ Виталий Станьял кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки çапла çырать: «...ĕç хатĕрĕ, музыка инструменчĕ, тумпа тĕрĕ, халăх кухни тата ытти пирки кирек хăш вулаканăн та хăйĕн шухăшĕ пур, паллах. Апла пулин те Никифор Егорович пире сĕнни — çакнашкал кăмака, хăшĕнчен «ташлама» кайма питĕ çăмăл. Çак кĕнекере — аслă пуянлăх списокĕ. 19 пайран кашнине тата вун-вун пĕчĕк пая ваклама тата вĕсемпе уйрăм докладсемпе диссертацисем çырма пулать. Халăх çӳпçин çивиттийĕ кăшт çеç уçăлнă-ха тата ăна кайăк вĕçевĕн çӳллĕшĕнчен çеç тĕпченĕ-ха. Унта мĕн пуррине çӳлĕксем çине хурса тухас пулсан Менлелеевăнни пек хăйне майлă таблица кирлĕ!..»
Кĕнекене эсир хулари кĕнеке лавккисенче туянма пултаратăр!

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 589 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz