Тунтикун, 02.12.2024, 16:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 4 » "Канаш" хаçат - 20 çулта
"Канаш" хаçат - 20 çулта
15:20
Сăн ÿкерчĕк
Чĕмпĕр ен чăвашĕсем валли тухса тăракан "Канаш” хаçат пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче 20 çул тултарчĕ. Мĕн кун çути курнăранпах вăл облаçри ентешсене регион тата кÿршĕсен хыпарĕсене пĕлтерсех тăрать. Çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн историйĕпе кăсăклантарас, çавăн пекех йăли-йĕркине, культурине явăçтарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Паянхи çăмăл мар пурнăçри йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлать.

Сăмах май, Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашла хаçат кăларас шухăш XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пулнă. Чăвашсен паллă этнографĕ, çыравçи Иван Юркин 1899 çулта "Пулхар” хаçат кăларма чиновниксенчен ирĕк ыйтнă. Анчах ăна хирĕçленĕ. Çапах та каярах çак шухăша Николай Никольский пурнăçланă, 1906 çулта вăл Хусанта "Хыпар” хаçат кăларма пуçланă.

1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче вара тинех Чĕмпĕрте те "Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулас” чĕнÿпе "Канаш” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Вăл - диаспорăсен хушшинче тăван чĕлхепе тухма пуçланă пĕрремĕш хаçат. "Канашăн” пĕрремĕш редакторĕ - Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Ф.Ромашкин. 2002 çултанпа вара ертÿçĕ тилхепи Н.Н.Ларионов /вăл Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă/ аллинче. Çак тивĕçе вăл тÿрĕ чунпа, пĕтĕм вăйне парса, чун-чĕререн пурнăçлать. Хаçата тата кăсăклăрах та, пуянрах тăвас тесе кунсерен тăрăшать. Вăл ертсе пыракан туслă та пултаруллă ушкăн тăрăшнипе кашни кĕçнерни кун "Канаш” хаçат икĕ пине яхăн çемьене саланать. 8 страницăллăскер Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçне, ĕç-хĕлне çутатать, пур мероприяти пирки тулли информаци парать.

Çакна та палăртса хăвармалла: Чĕмпĕр облаçĕнче 111 пин чăваш пурăнать. "Канаш” хаçат вара сапаланнă тăванăмăрсене пĕр чăмăра пуçтарас тесе тĕрлĕ ĕç туса ирттерет. Сăмахран, 1997 çулта хаçат çумĕнче "Шевле” литпĕрлешÿ ĕçлеме пуçланă. Унта çÿрекенсем кĕске вăхăтрах "Шевле çути” альманах кăларма пултарнă. Унсăр пуçне 1920-1921 çулсенче Чĕмпĕрте тухса тăнă "Атăл юрри” журнала çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе вырăнти чăваш çыравçисем 60 ытла кĕнеке кăларнă.

"Канашра” вăй хуракансен ĕçĕ чăннипех те пархатарлă. Журналист профессине ахальтен çеç суйланă çынсем тăрăшмаççĕ кунта. Редакци тĕпелĕнче тăрмашнипе çеç çырлахмаççĕ, чăвашсем пурăнакан нумай çĕре çитеççĕ. Чăнлă, Мелекес, Çинкĕл, Çĕнĕ Малăкла, Тереньга, Майна районĕсенче час-часах пулаççĕ. Инçет вырăнсене те - Кивĕ Кăлаткă, Сăр, Барыш тата ытти çĕре - çитеççĕ. Апла тăк ахальтен мар хаçат редакцийĕ Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Н.Я.Бичурин ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл облаçри массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурс призерĕ. 2009 çулта Чăваш наци конгресĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Çак кунсенче Чĕмпĕрте "Канаш” юбилейне палăртса савăнăçлă уяв иртрĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 665 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (15.03.2010 19:34) [Материал]
Чĕмпĕрти чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатăн 20 çулхи уявне хăнасем Шупашкартан, Хусантан, Димитровградран тата ытти хуласенчен килсе çитрĕç: Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ А.Н.Магарин, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов, «СВ-Пресс» издательство центрĕн директорĕ-тĕп редакторĕ А.Н.Вражкин, Тутар Республикинчи чăвашсен «Сувар» хаçачĕн тĕп редакторĕ К.А.Малышев.

Хăнасене область филармонин фойинче Чĕмпĕрти «Палнай» ушкăн хĕрĕсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă хăмла сăрипе, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Пухăннисене хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ В.Ф.Ромашкин, УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата ыттисем саламларĕç.

Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн редакцие Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн ятĕнчен Тав çырăвĕ пачĕç. Шупашкар делегацин ертӳçи А.Н.Магарин «Канашăн» тĕп редакторне Н.Н.Ларионова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăларĕ. Редакци коллективĕ ЧР Журналистсен союзĕн (председателĕ В.П.Комиссаров) Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Уява пухăннă çынсене пурне те «Канаш» символикипе календарь, пакет, ручка, тĕслĕ хаçат тата Н.Ларионовăн çак юбилей тĕлне халалласа кăларнă «Чун хушнипе пурăнсан» кĕнекине парне пачĕç.




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz