Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче хамăр ентеш — Танăшра çуралнă ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Георгий Николаевич сумлă юбилейне кĕçĕншетмĕсемпе пĕрле паллă турĕ. Кун пирки тата маттур ÿнерçĕ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпир район хаçачĕн июлĕн 5-мĕшĕнчи "Кĕçĕншетмĕсем ентешне чысларĕç” фоторепортажра каласа панăччĕ ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Г. Н. Николаевăн персоналлă куравĕ уçăлчĕ. Ăна ÿнерçĕн 80 çулхи юбилейне, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине тата Шупашкар хулин кунне халалланă. Унта паллă ÿнерçĕсем, ăсчахсем, искусствоведсем чылайăн пулчĕç. Çавăн пекех Георгий Николаевич пултарулăхне сăнлакан "Илем кăшăлĕ” кĕнекен презентацийĕ те иртрĕ. Ÿнерçĕне нумайăн саламларĕç. Ăна "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ят та пачĕç. Г. Н. Николаев тинĕс авиацийĕнче 4 çул çурă хĕсметре тăнă 2-мĕш статьяри старшина. Пĕчĕклех ÿкерме юратнăскер, 1961 çултан республикăри пур курава тенĕ пекех хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Алжирти (1965), Тайландри (1966), ГДР-ти (1966, 1974), Пхеньянри (1967), Турцири (1967, 1985), Триполири (1969), Монголири (1971), Болгарири, Цейлонти, Венгрири, США (1972), Чехословакири (1973, 1976), Францири (1976) тата ытти çĕрти курав-ярмарккăсене те хутшăннă. Георгий Николаевич ĕçĕсенче XIX—XX ĕмĕрсенчи вырăс текстилĕн ырă енĕсем палăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕхпе, хăйне евĕр лирикăпа уйрăлса тăраççĕ. Унăн тĕп енĕсенчен пĕри — ÿсен-тăран ÿкерчĕкĕ (чечексем, çулçăсем, курăк, туратсем, чечек çыххисем). Кашни эскизрах маçтăрăн уйрăм почеркне уççăнах курма пулать. Графикăпа живопиç ĕçĕсенче ÿнерçĕ натюрмортсене ытларах кăмăллани сисĕнет. Çакна унăн "Стаканри розăсем”, "Астрăсем тата шур чечексем”, "Шурă çĕрти астрăсем”, "Вазăри астрăсем”, "Ирхи чечек çыххи” тата ытти натюрмортсем те яр-уççăн сăнлаççĕ. Çав хушăрах Г. Н. Николаев ÿнерçĕ наци туйăмлĕ ĕçĕсемпе çеç лăпланса лармасть. Тăванла халăхсен, уйрăмах вырăссен теми патне çине-çинех таврăнать. Çакна ĕçĕсен ячĕсем те çирĕплетеççĕ: "Вырăс çаптаркки”, "Вырăс эрешĕ”, "Вырăс мануфактури”, "Вырăс пусми” тата ытти те. Чăваш патшалăх художество музейĕнче Г. Н. Николаев ÿнерçĕ тĕрлĕ çулсенче хатĕрленĕ 159 произведени (эскизсем, пейзажсем, портретсем тата ытти те) упранать.
А.Яковлев
Çыпăçтарнисем: |