Чăваш литературин электронлă вулавăшĕ çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăна 3 пин хайлавлăччĕ, паян ак вĕсен шучĕ 4 пинрен иртрĕ! Çак 7 уйăх хушшинче кĕртнĕ хайлавсен шутĕнче асăнса хăвармалла: Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçне, Николай Максимовăн «Шурă акăш çулĕ» роман-халапне, Денис Гордеевăн «Каçма» повеçне, Валентина Элпин повеçĕсене, Иван Мучин кулăшла калавĕсене, тата ытти-ытти тĕслĕ сăвă-калавсене. Хайлавсен ытларах пайĕ — сăвăсем. Вĕсен шучĕ 3 пине яхăн. Ытти тĕслĕ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхăн хушăннă), юрă (80 ытла), юмах (170, 50 хушăннă), шӳтлĕ сăвă (67), кулăшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мĕшĕ çурçул хушшинче хушăннă), сăвăллă юмах (8). Пысăк калăпăшлисене илес пулсан, халĕ 21 повесть (малтан 12 кăначчĕ), 7 роман (вĕсен шутĕнче 1 историллĕ роман, 1 роман-халап тата 1 сăвăллă роман). Пирĕн порталти электронлă вулавăша 2008 çулхи çурла уйăхĕнче уçса. Кашни çур çул хушшинче вăл вăтамран пĕр пин хайлавпа пуянланса пырать. Вулавăш пуянлансах пырĕ — хальхи вăхăтра иртекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» ăмăртăва килнĕ нумай-нумай хайлав вырнаçĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн», «Салампи» повеçĕсене, Виталий Енĕшĕн хайлавĕсене (кĕнекине сканерласа пĕтернĕ), Куçма Турханăн «Йăмраллă ялне» вырнаçтарма тăрăшăпăр.
Çыпăçтарнисем: |