Тунтикун, 25.11.2024, 14:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 2 » Эдисон Патмарăн çĕнĕ кĕнеки
Эдисон Патмарăн çĕнĕ кĕнеки
21:05
Сăн ÿкерчĕк

Паллă фольклорист Иван Анисимович Патмар ывăлĕ Эдисон Патмар ашшĕнчен те иртсе кайрĕ теме пулать. Иртнĕ кунсенче вăл хăйĕн 132-мĕш кĕнекине пичетрен кăларчĕ. Кĕнекене тав сăмахĕсене,  туйра каламалли пилсене, ача çуралсан ăна çунă чух каламалли сăмахсене, çар хĕсметне ăсатнă чух каламалли пилсене, ваттисене асăнса каламалли сăмахсене, йăла-йĕркери ытти савăнăçлă уявсенче каламалли ырă сăмахсемпе саламсене кĕртнĕ. Кĕнеке "Çĕнĕ вăхăт" типографире 1000 экземплярпа пичетленнĕ.

Кам вăл Эдисон Патмар? Нумайăшĕ ун çинчен пĕлеççĕ. Вăл Чăваш Енри ялсенче пуринче те пулса курнă, тен, кашни çемьенех çитме тĕллев тытнă. Çапах та унăн тĕп тĕллевĕ - республикăмăр тулашĕнчи кашни чăваш ялне çитсе курасси.

Вăл 1972-1976 çулсенче Оренбург хулинче аслă çар пĕлĕвĕ илнĕ. 1979 çулта Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра вĕреннĕ. 2003 çулта ЧПУра Чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтерне. 1997 çултанпа Раççей пĕрлешĕвĕн çыравçи, пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн членĕ, Нестр Янкаспа Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ. Украинăри Рыльски ячĕллĕ академипе тачă çыхăну тытать. Совет Союзĕн тата ытти ют çĕршывсен 7 медальне илме тивĕçлĕ пулнă.

Запасри подполковник, 1998 çулччен «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, пĕр вăхăт, 1995 çулта, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ. 1998 çулччен хам çырнă хайлавсене, ашшĕн ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларна. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвĕсене шута илсе, икĕ журнал уçнă, «Халăх ăс-хакăлĕ» тата «Халăх ăс хакăлĕ» библитеки». 2003-2004 çулсенче Чăваш республикин вĕрентÿ институчĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 2005-2006 çулсенче -  «Капкăн» журнал редакторĕ.

  Унăн ывăл пур, Сергей Патмар. Вăл ашшĕне мĕн вăй çитнĕ таран кĕнеке кăларма пулăшать: кĕнекене калăплаканни, илемлетекенни тата литература критикĕ.  Сергей халĕ «Жизнь» хаçатра ĕçлет.

  Мăшăрĕ, Татьяна Петровна, педагог. Вăл та «Функции и графики» ятлă кĕнеке кăларнă. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Автобиографи (Э. Патмар)

Эдисон Патмар хайлавĕсем

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 691 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/4 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz