Чăваш наци конгресĕ çĕнĕ медаль ăсталасшăн иккен — «Чăваш халăхĕшĕн тунă тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ятлине. Ятарласа конкурс та пуçарнă. Ăмăртăва тĕрлĕ ӳнерçĕсем, геральдистсемпе ювелирсем кăна мар, ахаль халăх та хутшăнайрать — медаль эскизне нарăcăн 24-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле те конкурс комиссине кăтартмалла. Пушăн 1-мĕшĕ тĕлне камăн ĕçĕ çĕнтернине палăртмалла.
Çыпăçтарнисем: |