Эрнекун, 27.12.2024, 08:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 12 » Чăваш çыравçисен пухăвĕ иртрĕ
Чăваш çыравçисен пухăвĕ иртрĕ
22:07
Сăн ÿкерчĕк
Чӳкĕн 10-мĕшĕнче, юнкун, Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче чăваш çыравçисен аслă пухăвĕ иртрĕ. Пуху ларăвне çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи С.Л. Павлов уçрĕ. Пушкăртри çыравçăсем, пухăва килеймен çыравçăсем каланă салам сăмахĕсемпе, ĕç йĕркипе паллаштарчĕ. Юлашки 5 çул хушшинче чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, хак пачĕ. Çыравçăсен ĕçĕсене хакласа пирĕн факультетра ĕçлекен преподавательсем те сăмах каларĕç: В.Г. Родионов профессор паянхи критикăпа литература пĕлĕвĕн аталанăвĕ пирки, В.А. Абрамов доцент прозăпа ĕçлекен авторсен пултаруллăхĕ, хальтерех тухнă илемлĕ хайлавсен пахалăхĕ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пăча литературин аталанăвĕ пирки.
Самани çăмăлах мар пулин те йывăрлăхсене пăхмасăрах литературăмăр аталаннине, çĕнĕ авторсем пичетленнине ырласа палăртрĕç вĕсем. Паллăрах хайлавĕсене туллин хак пама тăрăшрĕç. Докладсене сӳтсе явас ĕçе пухăннă çыравçăсенчен чылайăшĕ хутшăнчĕ. Хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕç, сĕнӳсем пачĕç.

Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvash.org/news/1245.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 513 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz