Амазонкăсем хăйсен хăюлăхĕпе, çар ăсталăхĕпе тата арçынсене тӳсме пултарайманнипе чапа тухнă. Çапах та паянччен юлан утçă пикесем халап шайĕнчен иртмен. Официаллă истори амазонкăсем чăнласах пурăннине йышăнмасть. Вĕсен вырăнĕ – авалхи грек мифĕсенче кăна-мĕн. Чăваш историкĕ тата тавра пĕлӳçи Сергей Севрюгин вара тăван тăрăхĕн кун-çулне тĕпченĕ май тĕлĕнмелле япаласем патне пырса тухнă. Çакă ăсчаха амазонкăсем чăнласах пурăннине çирĕплетме май парать. Унран та ытла – вĕсен юлашки хӳтлĕхĕ шăпах Атăлçи тăрăхĕ иккенне ĕнентерет тавра пĕлӳçĕ. Этемлĕхĕн тĕреклĕ пайĕ Геродот çырăвĕнче эллинсемпе амазонкăсен пĕр çапăçăвне илсе кăтартакан сыпăк пур. Пĕррехинче харсăр хĕрарăмсем грексен тыткăнне лекнĕ. Лешсем вĕсене хăйсен карапĕ çине илсе кайнă. Каçхине вара амазонкăсем çывăракан грексене тапăннă та вĕлерсе пĕтернĕ. Ун хыççăн карап чылай вăхăт хушши тинĕс тăрăх пĕр тĕлсĕр ишсе çӳренĕ. Крым çывăхĕнчи çырана пырса çапăниччен. Кунта ун чухне скифсем пурăннă. Чарусăр амазонкăсем хăнăхнă йăлапа лашасем çине утланнă та вырăнти халăха çаратма пикеннĕ. Малтанах скифсем хурахсене хирĕç тăма шутланă, унтан тапăнакансем хĕрарăмсем иккенне пĕлсен вĕсемпе тăванлашас тенĕ. «Амазонкăсем патне хăйсен чи чаплă ывăлĕсене ăсатнă – каласа парать Сергей Севрюгин. – Çĕнĕ çемьесем çураласса шаннă-тăр. Анчах амазонкăсем упăшкисен килне кайма килĕшмен. Çĕнĕ хутлăх йĕркелесе мăшăрĕсемпе пĕрле пурăнма пуçланă. Çапла савромат халăхĕ çуралнă». Сергей Севрюгин шучĕпе, 250 çул хушшинче 25-30 мăшăртан 3 миллион çынлă халăх çăмăллăнах йĕркеленме пултарнă. Унăн версийĕ тăрăх, амазонкăсемпе скифсен йышлă ачи-пăчи пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрччен Урал, Кăнтăр Çĕпĕр, Казахстан, Кавказ çĕрĕсене хăйсен аллине илнĕ, Алтай тăрăхне те çитнĕ. Тăван çĕршывне таврăнса хăйсен мăн аслашшĕсене мĕн сăлтавпа аркатни паллă мар. Савроматсен кун-çулне тĕпченĕ май Сергей Севрюгин вĕсем IV ĕмĕр тĕлне хальхи Рязань тăрăхĕнче тĕпленнĕ тесе шутлать. Вĕсене тĕпчевçĕ историре «рязано-окцсем» ятпа паллă ушкăна кĕрет. Х тата ХI ĕмĕрсен чиккинче вĕсем таçта çухалнă. Сергей Севрюгин шучĕпе, ку халăх хальхи Чăваш Ен çĕрĕ çине куçса килнĕ: «Ахăртнех, чăвашсем – авалхи куçса çӳрекен йăхсен культурине упраса пурăнакансем». Хăйĕн шухăшне çирĕплетсе чăваш историкĕ Итали манахĕ Фра Мауро 1459 çулта Португали патши V Альфонс валли хатĕрленĕ карттăпа паллаштарать. Католик манах Атăлпа Сĕве хушшинчи лаптăка (паянхи Чăваш çĕрне) Амазони тесе палăртать. «Ахăртнех, хăйĕн çул çӳревĕ вăхăтĕнче Итали картографĕ кунта пурăнакан халăхра амазонкăсен паллисене асăрханă», – тет Сергей Севрюгин. Матриархат хĕç-пăшалĕ Тĕлĕнмелле хĕрарăмсем пирки хутсене вăтам ĕмĕрсенче ятарласа тĕп тума пултарнă. «Хаяр Иван патшан 1575 çулхи хушăвĕ ăнланмалла мар, – асăрхать Дмитрий Мадуров историк, археолог, искусствоведени кандидачĕ. Çав Указпа килĕшӳллĕн хальхи Чăваш çĕрĕ çинче тимĕр шăратма юраман. Патша хушăвне пурнăçламаннисене вилĕм кĕтнĕ. Атăлçи енче мĕн авалтан тимĕр шăратас ĕç лайăх аталаннă. Археологи шыравĕсем II ĕмĕрте кунти халăх тĕлĕнмелле хĕç-пăшаллă пулнине çирĕплетеççĕ. Кӳршĕлле пурăнакан халăхсенчен чылай хăватлăрах, лайăхрах вĕсем». Тен, Хаяр Ивана çакă шиклентернĕ те? Анчах мĕнрен хăранă вăл? Тен, хăватлă хĕç-пăшал тăшмансен аллине лекесрен? Çапах та Сергей Севрюгин шучĕпе, амазонкăсен культурине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерме пултарайман. Çакна чăваш хĕрарăмĕсен çи-пуçĕ, эрешĕ çирĕплетет. Вĕсенче çар тумĕн паллисем сыхланса юлнă. «Сăмахран, хушпу. Вăл шлема аса илтерет,– каласа парать Сергей Севрюгин. Унран çурăм çине тенкĕпе илемлетнĕ сăран хăю анать. Ĕлĕкрех çак хăю пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнă: ун çинче ухă йĕпписен йĕнни çакăнса тăнă, çавăн пекех вăл çурăм шăммине сыхланă. Тевет те – çар тумĕн пайĕ: ун çине пуртă е хĕç çакса çӳренĕ. Пилĕк çинче хутламсем пур – ахăртнех, вĕсем юлан утçă кăкăрĕ çинчен çумăр тумламĕсене юхса анма пулăшнă». Хĕç-пăшал пухакан Владислав Николаев та авалхи чăваш тумĕ вăрçă хатĕрĕсене аса илтернине çирĕплетет. Хĕрарăмсен эрешĕ питĕ йывăр, нумай таять. Ахăртнех, ăна илемшĕн кăна çакса çӳремен. Чăвашсем амазонкăсемпе тăванлă пулни çи-пуçра кăна мар, йăла-йĕркере те курăнать. Халăхра хĕрарăм арçынпа танлаштарсан хăватлăрах, çирĕп кăмăллăрах. Чăваш туйĕн йĕркинче те палăрать ку. Сăмахран, ĕлĕк хĕрарăм, качча кайма хăйĕнчен чылай кĕçĕн йĕкĕте суйланă. Паян та чăваш халăхĕ хушшинче хĕрарăм витĕмĕ пысăк. Чи пĕлтерĕшлĕ вăрттăнлăха Сергей Севрюгин тăван чĕлхене тĕпченĕ май уçнă. «Амазонка» сăмах икĕ тымартан тăрать: «ама» хĕрарăма палăртать, «çын» – салтака. Латин транскрипцийĕнче вăл amazon пек çырăнать, – асăрхать тавра пĕлӳçĕ. – Чăваш чĕлхи амазонкăсен хăш-пĕр ăнлавне сыхласа хăварнă». Халап кăна-ши? Ку версие хирĕçлекен те пур. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Виталий Иванова амазонкăсем – халап кăна текен шухăш çывăх. «Çапла, вĕсем Хура тинĕсĕн çурçĕр çыранĕнче пурăннă тесе шутлаççĕ. Мифсене ĕненес-тĕк, унта ĕлĕк харсăр пикесем тĕпленнĕ. Вĕсем арçынсемпе çыхăнăва килĕшнĕ, ача çуратнă. Арçын ача çуралсан ăна арçынсене тавăрса панă, хĕр ачасене вара хăйсене хăварнă. Чăвашсем амазонкăсемпе «тăванлă» текен шухăш ăнсăртран çуралман. Фра Мауро картти çинче чăваш çĕрĕсене, чăнах та, Амазония тесе палăртнă. Ман шутпа, ку сăмаха урăх пĕлтерĕшпе усă курнă: Итали тата Португали çыннисем «амазони» терминпа тĕпчесе пĕлмен çĕрсене палăртнă. Пирĕн тĕслĕхре Европа çул çӳревçисене вырăнти халăх шак хытарнă – чарусăр кăмăллă, ирĕклĕ чун-чĕреллĕ, хăйне евĕр йăла-йĕркеллĕ.Чăваш хĕрарăмĕсен çи-пуçĕ те витĕм кӳнĕ: çар тумне аса илтернĕрен». Официаллă наука амазонкăсене халап-юмахра кăна тет пулин те Дмитрий Мадуров вĕсем чăнласах пурăнни пирки иккĕленмест. «Нумайăшĕ амазонкăсем – мифри халăх теççĕ. Ман шутпа вара вĕсем пулнах. Мĕншĕн тесен пирĕн эрăчченхи V–IV ĕмĕрсенчи чӳлмексем çинчи ӳкерчĕксене пуçран илсе калăпламан. Ахăртнех, вĕсене ӳкернĕ çын амазонкăсене хăй куçĕпе курнă». Сергей Севрюгин чăваш историкĕсен шухăшне хирĕçлеме пăхать. Ăсчахсем чăваш халăхĕ пăлхарсенчен тата сăварсенчен пулса кайнине çирĕплетеççĕ. Тавра пĕлӳçĕ шучĕпе, ку тĕрĕс мар. Хăйĕн сăмахне çирĕплетнĕ май С.Севрюгин Уэйн университечĕн (АПШăн Мичиган штачĕ) специалисчĕсен тĕпчевне илсе кăтартать. Вĕсем чăвашсен генетика кодне тĕрĕсленĕ, сăнав вĕсем авалхи пăлхарсемпе çыхăнманнине çирĕплетнĕ. Шел, амазонкăсемпе танлаштарса тĕпчеме хальлĕхе майĕ çук. ■ Владимир КРЮЧКОВ. Шупашкар – Мускав. («Итоги»)
Çыпăçтарнисем: |