Пикшикри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине Л. А. Тихонова вĕрентет. Вун çичĕ çул иртрĕ ĕнтĕ Людмила Анатольевна кунта ĕçлеме пуçлани. Çак тапхăрта çĕршер ачана тăван сăмахлăха юратма, чăвашлăха упрама хăнăхтарнă, пултаруллă çамрăк çыравçăсем хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем районти ăмăртусене çеç мар, республикăри конкурссене хутшăнма та тивĕç пулнă — малти вырăнсене йышăннă. Литература кружокĕн ĕçĕ те курăмлă: ятарласа хайлавсен пуххисене, "Утăм” ятлă журнал кăлараççĕ, паллă çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Пикшикри шкул ачисем патĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçисем — Н. Ершовпа Г. Тусли çыравçăсем хăнара пулчĕç. Вĕсем чăваш литературин хальхи аталанăвĕ, писательсемпе поэтсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен паллаштарчĕç, хăйсен хайлавĕсене вуларĕç. Çавăн пекех кунти литкружока çÿрекенсен сăвви-калавĕсене тишкерсе хак пачĕç. Н. Ершов сăвăç-юрăç шкул библиотекине, кунти ачасен искусство шкулĕн филиалне тата чи пултаруллă çамрăк литератора — Наталия Ершована хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Г. Тусли хут купăспа выляса юрăсем юрларĕ. Тĕл пулу çамрăк музыкçăсен юрри-кĕввисемпе, Наталия Ершова вилĕмсĕр Нарспи сăнарне выляса кăтартнипе вĕçленчĕ.
Н.Янкер
Çыпăçтарнисем: |