Кĕçнерникун, 26.12.2024, 21:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 30
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 31-мĕшĕнче  Красноармейски район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем кун йĕркинчи çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Н.Я.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2012 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетесси.
2. Нестер Янкас ячĕллĕ премин 2012 çулхи лауреачĕсене палăртасси. 
3. "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă-кĕвĕ фестивальне ирттересси.
4. "Тăван Атăл" журналта ятарлă литература страници кăлармашкăн авторсене суйласа илесси.
Пĕрремĕш ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли çыравçă тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтĕр тунă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. 2012 çулта янкасçăсен юбилейĕсем те пулаççĕ: Георгий Тусли хăй 65 çул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем - 70 çул. В. Ф. Романов (Çĕньял Упи) ученăй, композитор çуралнăранпа 75 çул çитсе иртрĕ. Литераторсенчен тата В. Н. Васькин ( Шывпуç, 95) тата Б. А. Романов ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 558 | Хăçан хушнă: 30.01.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Январĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш наци библиотекинче "Чăваш Республикинчи Писательсен Союзĕ” творчествăлла общество организацийĕн VI сьезчĕ пулса иртнĕ. 
Асăннă пĕрлĕх юлашки 5 çул хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем пирки унăн ертÿçи — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши каласа кăтартнă. Çавăн пекех ревизи комиссийĕн отчетне итленĕ. 
Съезда пирĕн районта пурăнакан 3 çыравçă хутшăннă: Эдисон Патмар (Яманак), Ордем Гали (Çĕнĕ Выççăлккă) тата Николай Ершов (Янкас). Э. Патмарпа Н. Ершов сăмах тухса каланă.
Съездра писательсен пĕрлĕхĕн ĕçĕсене хастар хутшăннă çыравçăсен пысăк ушкăнне тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе чысланă. Çав шутра ку чыса Ордем Галипе Н. Ершов тивĕçнĕ. Вĕсене союз правленийĕн çĕнĕ йышне кĕртнĕ. 
Съезд чăваш писателĕсен иртнĕ тапхăрти ĕçне лайăх тесе хакланă. Правлени председателĕ пулма Юхма Мишшинех шаннă.
Миçе çын пăхнă: 932 | Хăçан хушнă: 30.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Владимир Николаевич Иванов (Алмантай) вулакансемшĕн çĕнĕ ят-хушамат мар ĕнтĕ. Вăл Раççейри нумай нациллĕ халăхсен йышĕнче ĕлĕкхи сăварпа пăлхар халăхĕсен йышĕнче йăх-несĕл никĕсне ярса аталаннă, вăй илнĕ чăвашсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне пур енлĕн тишкерсе, тĕпчесе 2008 çулта "Сувары — предки чувашей" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Хальхи чăваш халăхĕ, тĕпрен илсен, Атăл юхан шывĕ таврашĕнче, вăтам ĕмĕрте Атăл çи Пăлхар патшалăхĕ пулнă çĕрте, пурăнать. 
Атăл çи Пăлхар, Хĕвелтухăç Европăри пĕрремĕш патшалăх, хальхи Самар, Чĕмпĕр, Пенза облаçĕсен тата Тутарстанпа Чăваш Республикисен территорийĕсене йышăннă. 
Анчахрах чикĕллĕ яваплă "Шупашкарти пĕрремĕш типографи" пĕрлешÿре Владимир Иванов-Алмантайăн 1000 экземплярпа очерксен черетлĕ тепĕр кĕнеки "Кто мы — суваро-булгары или чуваши?" пичетленсе тухрĕ. Ăна сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă çĕре пирĕн ентеш, Чатукасси ялĕнче çуралнă Юрий Анатольевич Львов та хутшăннă. 
Ю. Львовăн ашшĕпе амăшĕ — Анатолий Льво ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 565 | Хăçан хушнă: 30.01.2012 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 1
Юзерсем 1
mixaj_58

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz