Тĕмен тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен обществăлла пĕрлешĕвне — «Тăван» ассоциацине туса хунăранпа 20 çул çитрĕ. Çак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменĕнче пысăк уяв пулчĕ. Вырăнти чăвашсем хăнасене наци апачĕпе сăйларĕç, хăйсен аллипе ăсталанă япаласен куравне йĕркелерĕç. Уява Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» ансамблĕ те хутшăнчĕ, курма килнисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Тĕмен облаçĕн правительстви ячĕпе пухăннисене национальнăçсен ĕçĕсен комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ Виктор Хоменко саламларĕ. Чăвашсем Раççейре тата регионта чи йышлă халăхсенчен пĕри пулнине палăртрĕ вăл. Официаллă ститистика тăрăх, Тĕмен облаçĕнче 13 пин чăваш пурăнать. Тăван енрен аякра пулин те, вĕсем халăх культурине упраса пыраççĕ, тĕрлĕ наци çыннисем хушшинчи туслăха çиреплетеççĕ, — терĕ Виктор Хоменко.