Юнкун, 06.11.2024, 02:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Утă » 3 » Акатуйпа Республика кунĕ тăванлашĕç-ши?
Акатуйпа Республика кунĕ тăванлашĕç-ши?
10:30
Сăн ÿкерчĕк
Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем вĕçленчĕç. 1995 çултанпа паллă тăвакан уяв кашнинчех сулмаклăрах, мăнаçлăрах, кăсăклăрах иртнĕн туйăнать. Кăçалхин пĕлтерĕшĕ тата пысăкрах пулчĕ - Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнипе пĕр килчĕ. Ун умĕнхи уявсене тишкерсе хак панă май Республика кунне халалланă мероприятисен хушшинче тăван халăхăн историне, кун-çулне тĕпчессипе, унпа паянхи çамрăксене паллаштарассипе çыхăннисем сахал пулнине палăртнăччĕ. Сумлă юбилейпе çыхăнни хыççăн мĕн калама пулать-ха?
Экономикăпа çыхăннисене шутпа, укçапа пахалама пулĕ. Ун пирки ЧР Президенчĕн планеркинче те калаçнă, çав кунсенче туса ирттернĕ ĕçсене хак панă. ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: Республика кунне ирттернĕ май Чăваш Республикин экономикин мĕн пур отраслĕнчи организацисемпе халăхăн экономика тĕлĕшĕнчи усси 90 млрд яхăн тенкĕпе танлашнă.
Культура мероприятийĕсене мĕнле виçепе пахаламалла-ха?
Çак кунсенче иртнĕ вун-вун концерта, фестивальсене, унта тĕрлĕ чĕлхепе янăранă юрăсене, тĕрлĕ халăхăн кĕвви-çеммине укçа çине куçарма нимĕнле сум та çитмĕ. Чун-чĕре, ăс-хакăл, кăмăл-сипет енĕпе çыхăннă ĕçсем - вилĕмсĕр, яланлăхах.
Телее, хальхинче халăх шăпипе çыхăннă мероприятисем те пулчĕç. «Чăваш Ен - пирĕн пĕрлехи кил» «çавра сĕтелех» илер. Чăваш автономийĕн, патшалăхĕн аталанăвĕпе пĕлтерĕшне сÿтсе явнипе пĕрлех республикăри ытти халăх вырăнне те тишкерчĕç. Республикăмăрта тĕпленнĕ 100 яхăн халăх çынни кунта хăйне хăтлă, тăван çĕрĕ-шывĕнчи пекех туять. Çакна «çавра сĕтеле» хутшăннă эрмен те, тутар та, ирçе те, азербайджан та, грузин та, ыттисем те çирĕплетрĕç.
Чăваш автономийĕн 90 çулне халалланă ăслăлăх практика конференцийĕ %вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртрĕ% Чăваш патшалăх чăмăртанăвĕн историйĕпе çыхăннă ыйтупа хамăрăн ăсчахсене çеç мар, Раççейĕн чылай регионĕнчи историксене пуçтарчĕ.
Чăваш Ен ертÿçисем çакна лайăх ăнланаççĕ: культура аталанăвĕсĕр республика çĕкленеймест. Халăх йăли-йĕркине, çын илемне упраса хăварас, малалла аталантарас тĕлĕшпе май килнĕ таран ĕçлеççĕ.
«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль вун саккăрмĕш хут иртрĕ, «Руç ăстисем» конкурс - саккăрмĕш. Вĕсене хутшăннисем Шупашкарпа киленнине, вăл хăтлă, хитре, таса пулнишĕн кăмăлланине палăртрĕç. Хăнасем пирĕн тĕп хулана килĕштернишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Çакă - хамăра хакланиех-çке.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров Шупашкара хитрелетнипе кăна лăпланса лармарĕ. Республика кунне яллă вырăнта та паллă тăвасса пĕлтерчĕ. Чи малтан Етĕрнене çитрĕмĕр, унти шăйрăксене Шăмăршăсем шута илсе пĕтерчĕç. Елчĕксем хăйсен енчен çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç. Малалла - Вăрнарсем, Канашсем, Куславккасем, Çĕмĕрлесем, Сĕнтĕрвăррисем, Йĕпреçсем, Муркашсем, Вăрмарсем, Патăрьелсем. Шанас килет: чаплă уявпа çитнĕ илем, хăтлăх, тирпейлĕх яланлăхах юлĕç. Тĕллев ансат-çке: мĕн пуррине упрамалла тата малалла ăнтăлмалла. Çакă хамăрта киленÿ çуратĕ, ыттисене тĕлĕнтерĕ, ăмсантарĕ.
Республика кунĕн «шăнăрĕнче» тата мĕн куратăп-ха? Пĕтĕм чăвашăн Акатуйне, Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе иккĕмĕш хут иртрĕ вăл Шупашкарта. Кăçалхине Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнчен, чикĕ леш енчен килнĕ йăхташсем те хутшăнчĕç. «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнчи юпана пуç тайнă, несĕлĕмĕрсем пуç çапнă турăсене тĕрлĕ çимĕçпе сăйланă хыççăн пурте уçланкăра Аслă вăйă картине тăчĕç. Унтан ятарлă сцена çинче кашни хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, наци апачĕпе сăйларĕ. Йыш пĕчĕк марччĕ: сахалтан та 500 çын хутшăнчĕ уява. Çапах та общество организацийĕ вăйĕпе çеç йĕркеленĕ мероприятин çитменлĕхĕсем те çук мар ĕнтĕ. Çакăн пек шухăш та çуралать: ăна мĕншĕн патшалăх хÿттине илес мар? Кÿршĕсем - тутарсем - пек. Вĕсен сабантуйĕ çĕршыв ăмсанмалла кĕрлесе тăрать-çке.
Çулленех Мускавра иртекеннине - каллех кÿршĕсем пек - Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче йĕркелеме пулать. Çапла майпа чăвашсем тĕпленсе пурăнакан чылай тăрăха çитсе курма май килĕ. Ырă хыпар пĕлтерчĕç ку енĕпе: ЧР Президенчĕ Николай Федоров тата Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çитес çул Чĕмпĕрте Акатуй ирттересси пирки калаçса татăлнă. Савăнтарать те, хавхалантарать те çакă. Республика кунĕнче вара тĕнчери чăвашсем Шупашкарти Акатуя пуçтарăнĕç. Ăна тĕп мероприятисен планне кĕртсен, хăш кун ирттересси пирки тĕплĕн калаçса татăлсан унта хутшăнакансен, курма пырас текенсен йышĕ темиçе хут пысăк пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Надежда Смирнова ("Хыпар")
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 608 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Акатуй, Республика кунĕ | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 54
Хăнасем 54
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz