Николай Дмитриевич Дмитриев - Карай - ача-пăча çыравçи тата шÿт ăсти пурӑннӑ пулсан кӑҫал, ака уйӑхӗн 15-мӗшĕнче, 80 ҫул тултарнă пулĕччӗ. Шел пулин те, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чире пула пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ.
Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Николай Дмитриевич ҫинчен шкулта чылай ҫул ӗҫленӗ Маркова Елена Антоновна та ҫапла аса илет: «Эпĕ Карай шкулне ĕҫлеме
...
Малалла вула