СЕРГЕЕВ Геннадий Сергеевича, Трак ен кулăш ăстине, Нестер Янкас ячĕллĕ
Преми лауреатне, 89 çулхи çуралнă кунĕпе ырă сунса саламлатпăр!
Çавăн пек çын вăл Геннадий Сергеев
Сцена ăсти тесессĕн пит тĕрĕс.
Спектакльсенче тĕлĕнтерчĕ пурне те.
Калавсемпеле кулăшсен хуçи те.
Кун чухлĕ çула пурте çитеймеççĕ,
Пултарчĕ Сергеевич – кăмăлĕ çепĕç.
Халь саншăн çывăх Трак енĕн кĕтесĕ –
Шетмĕпе Çавалăн ывăлĕ эсĕ.
Тÿпери хĕвелĕ ирех йăл кулать.
Пурăн: Çÿлти хуçа мĕн чухлĕ калать.
Эс пур чух, куратпăр – тĕнче те пуян,
Тусусен ăшшийĕ юнашар ялан.
(Иван Прокопьев)
Çыпăçтарнисем: |