Хыпар» хаçат пуш уйăхĕнче уйранпа тинкĕле çинчен çырса савăнтарчĕ. Çав статьясемпе паллашнă хыççăн хамăн шухăшсене те пĕлтерес терĕм. Михаил мĕн ачаранах ÿкерме юратнă. Вăтам пĕлÿ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, çамрăк ăрăва илем тĕнчин алăкне уçма пулăшнă. Разумовсем -\çиччĕн пĕртăван. Асли Лида Ленинградра крановщицăра ĕçленĕ, халĕ Сернурта пурăнать. Михаилăн шăллĕ Виктор та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ, Етĕрнери ачасен искусство шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Нина та çав факультетрах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Нина Еграшкина Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра вăй хурать. Редакцие литература страницине илемлетекен ÿкерчĕкĕсене илсе пынă та хаçатра
...
Малалла вула