Хыпар» хаçат пуш уйăхĕнче уйранпа тинкĕле çинчен çырса савăнтарчĕ. Çав статьясемпе паллашнă хыççăн хамăн шухăшсене те пĕлтерес терĕм. Михаил мĕн ачаранах ÿкерме юратнă. Вăтам пĕлÿ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, çамрăк ăрăва илем тĕнчин алăкне уçма пулăшнă. Разумовсем -\çиччĕн пĕртăван. Асли Лида Ленинградра крановщицăра ĕçленĕ, халĕ Сернурта пурăнать. Михаилăн шăллĕ Виктор та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ, Етĕрнери ачасен искусство шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Нина та çав факультетрах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Нина Еграшкина Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра вăй хурать. Редакцие литература страницине илемлетекен ÿкерчĕкĕсене илсе пынă та хаçатра 21 çула юлнă. Илемлĕ статьясемпе тĕрленчĕксем те çырма пуçланă. Михаил Никитичăн тепĕр йăмăкĕ Лиза Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетне экзамен тытма пырсан преподавательсем тĕлĕннипе: «Сирĕн тата пур-и кунта вĕренме килекен?» - тесе ыйтнă. Ÿнер тĕнчин асамлăхĕ вĕсене камран куçнă-ши? Ашшĕнчен иккен. Вăрçăччен Никита Гаврилович Чулхулари автозаводра ĕçленĕ, пушă вăхăтра унти студире ÿкерме вĕреннĕ. Вăрçă хыççăн та чун киленĕçĕнчен пăрăнман, картинăсем ÿкернĕ, вĕсене Етĕрнене, Чулхулана сутма çÿренĕ. Ачисем ашшĕн картинисен умĕнче чылайччен киленсе тăма, пир çине çуллă сăрăсем епле лекнине сăнама юратнă. Михаил Никитич та ашшĕне хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ тесе хисеплет. 1975 çулта «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Айдак чĕннипе Михаил Разумов тăван ялне таврăннă. Аркадий Павлович çине тăнипех ялта ÿнер шкулĕ уçăлнă. Вăл малтан кивĕ клуб çуртĕнче ĕçленĕ, каярахпа колхоз хăйĕн вăйĕпе ятарласа çурт купаланă. Унта вĕренекен ачасене тÿлевсĕрех апат çитернĕ. Малтанхи вăхăтра Михаил Никитич хăй кăна вĕрентнĕ пулсан, кайран Павел Петров, Андрей Соловьев пĕлÿ панă. Программăпа килĕшÿллĕн кăранташпа ÿкермелле, сюжетлă картинăсем пурнăçламалла тăк, Ачак ÿнер шкулĕнче вара пир тĕртме те хăнăхтарнă. Çапла тума Çĕрпÿ районĕнчи маçтăра ятарласа чĕнсе илсе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Станĕсене ялти ватăсенчен ыйтса илнĕ. Хĕрачасем ун чухне хитре ал шăллисем тĕртсе вĕрентекенсене кăна мар, ял-йыша та савăнтарнă. Арçын ачасене йывăç касса эрешлеме вĕрентнĕ. Тăмран пĕчĕк скульптурăсем тума хăнăхса пынă. Çăва тухсан ял ачисем пленэра тухнă, хитре вырăнсене пир çине куçарнă. Хуçалăх та, ÿнер шкулĕ те хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнă. Михаил Разумов патĕнче пĕлÿ илнĕ ачасем аслă шкулсенче ăсталăха малалла туптанă. Вĕренекенĕсем унăн ĕçне тăснă. Шел, темиçе çул каялла Ачакри ачасен ÿнер шкулĕ хупăннă. Тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пĕлÿ илекенсен шучĕ сахаллипе çыхăннă. Çак вĕренÿ çулĕнче Анат Ачакран пĕрремĕш класа пурĕ те пĕр ача кăна кайнă. Тури Ачакри вăтам шкула кÿршĕри ялсенчи шăпăрлансене автобуспа илсе çÿреççĕ. Михаил Никитичăн вĕренекенĕ Линда Белякова Тури Ачак шкулĕнче ачасене ÿнер енĕпе пĕлÿ парать. Михаил Никитич та алă усса лармасть, хăнăхнă ĕçне тăсать, Тури Ачакри чăваш хресчен хуçалăхĕн музейне илемлетме хутшăнать, ун валли тĕрлĕ чĕр чунсен кÿлеписене тăвать, йывăçран скульптурăсем касса кăларать. Хĕллехи вăхăтра мастерскойра картинăсем ÿкерет. Хăнана кайсан парнелемелĕх те, пÿрт-çурта хитрелетмелĕх те пур вĕсем Разумовсен. Мăшăрĕпе, Ильинка шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра унти кану çуртĕнче поварта ĕçленĕ çармăс хĕрĕпе Нина Георгиевнăпа, çемье çавăрса виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем ÿссе тăван кĕтесĕнчен тахçанах вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ, икĕ ывăлĕ Мускавах çитнĕ, тепри - Шупашкарта. Паян аслă Разумовсем мăнукĕсем тăван килне аслашшĕпе асламăшне курма килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Надежда СМИРНОВА «Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ пуян та тĕрлĕрен. Шăрттан, хуплу, кукар, шÿрпе, çÿрме, тултармăш, маххан, шаркку - хамăр патра çеç мар, аякра та палăрнă чăваш апачĕ тата нумай», - тенĕ Н.Л.Додонов «300 чувашских блюд» кĕнекере. Унтанпа чăваш апачĕ çинчен кĕнеке самаях пичетленчĕ. Чăваш сăйне мухтакан тĕпчев те йышлă. Вĕсенчен Н.В.Никольскин «Пища и питье чувашина» тата «Пища» тĕпчевĕсене палăртас килет. Н.И.Ашмарин словарьне ку енĕпе нимĕнпе те ылмаштарма çук. Сăвă-юрăсăр пĕр ĕçкĕ те иртмен. «Йÿçĕ авăрлă чăмпа йÿçсе çитнĕ мăрсала, çав ятпа ку тăрăхра çÿретеççĕ сим пыла, симĕсрех тĕспе çиçсе чашкăрать тулли курка» е тата унтах «Пăтăпа тулли пиçсе ларчĕ ик касман кăркка» /П.Хусанкай. Хăнара, Пÿлер кĕввисем. 1935/. Мĕнле тыр-пул, ÿсен-тăран ÿснĕ /ыраш, сĕлĕ, вир, пăри, тулă, хура тул, шур тулă /рис/, урпа, пăрçа, ясмăк /чечевица/, пултăран, серте, хĕрен, кăшкар ути, сарана, кĕпçесем тата пахчара е вăрманта мĕн пур/ – йăлтах усă кÿнĕ. Çĕр улми, купăста, сухан, ыхра, кишĕр, çарăк, кăшман, кавăн, палан, пĕрлĕхен, çĕмĕрт, чие, пилеш, çĕр çырли, хурăн çырли – пурте апата юрăхлă та сиплĕ пулнă. Çур ĕмĕр каялла апата, çимĕçе уйăрса тăмалли çукчĕ. Салатсене, васкавлăн çыртмаллисене, пулă, кăмпа, çырла-йывăç-курăк сĕткенĕсене, сад, пахча кÿрекен пин ырлăха ятарласа пăхса тăмасăрах усă курнă. Ытти халăх кĕнекисенче пуррисене мар, хамăрăн ăрăмçăсемпе им-юмçăсем ĕмĕртен усă курнă ăсталăхĕпе хĕпĕртенĕ! Халĕ сĕтел калама çук пуян та тулăх. Анчах кунта бульон, тефтель, рулет, гуляш, катлет, рагу, компот ытларах курăнаççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ халăх, çавăн чухлĕ хăйне евĕр апат. Халĕ интернетра тĕрлĕ рецепта пăхса илме ансат. Мĕнле пĕçермеллине вĕрен кăна! Тутарсем, ирçесем е çармăссем патне çитсе кил, Кăркăсстана е Китая кайса кур – кашнин апат-çимĕçĕ хăйне майлă. Кĕтÿ хăвалакан калмăкăн тюнтэг, кюр, хото, шарсэн керсэнг, булсэн элкен ятлă аш-пăш апачĕсене, казахсен куырдак /кăвăрчак/, куырма-самса, тандыр-самса текеннисене тахçан авал чăваш несĕлĕсем те пĕçерсе çинĕ. Пушкăртсен казы текен лаша ашĕ те ют пулман. Атăл тата Сăр çинче пурăнакан чăвашшăн çăрттанпа çупах ют-и вара? Качака сĕчĕ, мулкач ĕмкĕчĕ, кăмпа кукли çук-и? Шутласа пĕтерейми! Пурнăç улшăннă май апат-çимĕç те, ĕçме-çиме те кулленех ылмашăнать. Тĕрлĕ халăх пурлăхĕ халĕ пурин те пĕрлехи ырлăхĕ пулса пырать. Хăйне евĕрлĕ те расна çимĕçсем историе çав халăхсен е вырăнсен ячĕпех кĕрсе юлаççĕ. Сăмахран, Мари Эл кăларакан качака сĕтекне /козье мороженое/ халĕ ыттисем те хаваспах йышăнчĕç. Тула пĕремĕкне, пушкăрт пылне, Вологда çăвне тахçантанпах шанчăклăн туянатпăр. Хĕвел çаврăнăш, куккурус вăррисем тата! Чăвашăн питсĕр кукăлĕ, тутарсем вара чăвашсен курăк шывĕпе ĕçмелли пылак е тăварлă /сăра юратакансем валли/ чеп-чеп катăкĕсене хăйсен бренчĕ «чак-чак» туса хучĕç. Савăнмалла кăна пурне те юрăхлă ĕмĕрлĕх апат тума пултарнăшăн! Атăл тăрăхĕнчи тăванла халăхсемпе пирĕн апат-çимĕçре, йăла-йĕркере, тумтирте, чĕлхере пĕрпеклĕхсем пур, анчах чăваш пурлăхĕ финн-угорсен те, тĕрĕксен те мар. Вăл тĕнчери ытти этносран тымартанах уйрăлса тăрать. Хальхи вăхăтра ирттерекен дегустаци уявĕсенче вĕр çĕнĕ апат-çимĕç те, сыпмалли шĕвек те йышлă курăнаççĕ. Вĕсен хушшинче хамăра тивĕçлĕ пахалăхсемпе чапа тухнă чăваш çимĕçĕсем палăрса тухрĕç. Çапах тăван халăх историне, унăн ăс-хакăл пуянлăхне çиелтен çеç пĕлетпĕр! «Тинкĕле пĕçернине халĕ никамах та астумасть», - тенĕ ятарлă пысăк статьяра. Эпир вара килте халĕ те тинкĕле хатĕрлетпĕр. Унăн иртнĕ ĕмĕрти шăпине аса илсе, Кĕтне леш енне тырă вырма е утă çулма пуçтарăннă чухне кăнтăрлахи апат валли тинкĕле хутаçне илсе кайнине, ăна вĕри шывра ирĕлтерсе çини пирки каласа пачĕç çывăх çыннăмсем. Арăм тинкĕлене халĕ те хатĕрлет. Тулă кĕрпине лавккара хутаçпа сутаççĕ – типĕтсе авăртас нуши çук. Хамăр халăхăн юратнă çимĕçĕсене хальхисемпе пуянлатса тата техĕмлĕрех туса хăналать вăл пире. «Тинкĕле, толокно. Тинкĕле питĕ тутлă, ăна пирĕн енче кăмăла килмелле пĕçереççĕ. Пăри кĕрпине, çуртарнине, тепĕр хут авăртса çăнăх пек тăваççĕ. Çав çăнăха хуранти вĕри шыва ярса лайăх пăтратаççĕ. Тинкĕлене çăра пĕçереççĕ, ăна вара сарă çупа çиеççĕ. Тинкĕлене урпаран, тулăран, хура тулран, пăрирен, ырашран хутăштарса тăваççĕ. Вĕсене шÿтереççĕ, типĕтеççĕ, шултра авăртаççĕ. Тинкĕле юрнă чухне малтан шывне вĕретеççĕ, тинкĕле çăнăхне вĕренĕ шыва ярса явăштараççĕ, вара çиеççĕ. Тинкĕлене сĕлĕ çăнăхĕнчен тăваççĕ», - тенĕ тĕрлĕ çĕртен янă хутсем тăрăх Николай Ашмаринăн словарĕнче. М.Р.Федотов профессор вара «тинкĕле» сăмах пулăмне тĕрлĕ чĕлхери сăмахсемпе танлаштарса тĕпченĕ /Этимологический словарь чув. яз., П том, 233/. Эппин, ĕмĕрхи çимĕçсене лайăхрах сăнамалла та хальхи саманана юрăхлă пĕçерме тытăнмалла. Мĕн çитмест? Пурте çитет. Нумайăшне пĕçеретпĕр вĕт-ха! Тишкерсе тухар-ха вĕсене. Чăвашсен куллен çимеллисем.Апат /аш апачĕ, сĕт апачĕ, вĕри апат, çăмăл апат, ирхи апат тата ытти те/. Шÿрпе /кăмпа шÿрпи, ăш-пăш шÿрпи, какай шÿрпи, пулă шÿрпи тата ыт./. Яшка /сĕт яшки, купăста яшки, серте яшки, пултăран яшки, вĕлтĕрен яшки, уй яшки /окрошка/, çăмах яшки, салма яшки/. Нимĕр /çĕр улми нимĕрĕ/. Пăтă /вир пăтти тата ыт./. Ăшаланисем /ашран, çăмартаран, юнран-пĕвертен, пăрçаран – тем те, темрен те/. Сĕт-турăх варĕ. Кĕвелĕк, çĕве турăхĕ /простокваша/, ĕнери /молозиво/, турăх /пĕçерсе кĕвĕлтернĕ сĕт, варенец/, хăймасăр турăх /кефир/, каймак /хăймаллă турăх, ряженка/, тăпăрчă /творог/, сĕвекшу /сыворотка/, сĕтри пулă, сĕтек /мороженое/, çĕве /тăпăрчăпа йÿçĕтнĕ сĕт/, çĕвек, çăвак /пашалу тĕсĕ/, тăвара /сырок/, уйран /пахта/, чăкăт, хăймаллă чăкăт, çу /масло, жир, тĕсĕсем: выльăх çăвĕ, ăш çу, пулă çăвĕ, кантăр çăвĕ, сар çу /топленое масло/, услам çу /сливочное масло/, ÿсен-тăран çăвĕ /растительное масло/, тăвараллă çу /соленое масло/, йÿçĕтнĕ сĕт, хăйма. Кĕрпе-çăнăхран тунисем. Икерчĕ /тĕсĕ нумай - çатма икерчи, кăвас икерчи, çĕр улми икерчи, крахмал икерчи тата ыт. те/. Йăва /колобок, Сурхурире, Мăнкунра, ытти уявра сăйланмалли вĕтĕ пĕремĕк/. Йăвача /çатмара ăшалаççĕ/. Капăртма /оладьи/, катăртка /хрустяшка, печенье/. Картлама. Качмăк. Кăпăркка. Кăрт. Кукăль /питĕ нумай тĕрлĕ, сăмахран, ăшти кукли те пур/. Питсĕр /пицца/. Салма /йăпăлти салма, пĕтĕрнĕ салма, татнă салма, каснă салма, тăсăк салма/. Суктă /кĕрпепе салă хунă кăлпасси/. Çавăрма /скрученное тесто/. Çăкăр. Çăмах /клецки/. Çĕвеке /тăпăрчă шывĕпе пĕçернĕ икерчĕ/. Çÿхÿ. Тăкмаç - лапша тĕсĕ /Ашм., ЧСС, Х1У, 254 с./. Тинкĕле, чепчек /Чăваш халăх сăмахлăхĕ. 1989, 33 с.* Ашм., ЧСС, Х1, 200 с./, ачасем валли пылак тата пысăккисем валли сăра ĕçме тăварлатнă вĕт йăвачана. Пашалу /пашалу тĕсĕ нумай/. Пÿремеч /чăкăтпа, çĕр улмипе, çăмартапа, хăймапа, кантăр вăррипе тунă/. Хуран кукли /ашран, тăпăрчăран, çырларан, çăмартаран т.ыт./. Хăпартлу. Хуплу. Хутлами /кантăр вăрри сапнă ик хутлă пашалу /ЧХС, 5, 329/. Хăпартни /çăмарта хăпартни/. Шушкă. Юсман /йăла валли юсман пăтти хатĕрленĕ/. Аш-какайран пĕçернисем. Ĕнтнĕ сысна ашĕ /свинина копченая/. Сыснан шăнтнă сали. Маххан /лаша ашĕнчен пĕçерсе е тĕтĕмлесе хатĕрленĕ çимĕç/. Сутта /колбаса кровяно-сальная с крупой/. Кăвăрчăк /çăвне шăратса илнĕ хыççăн юлнă аш/. Сÿрме /сурăх-така ăш-чикĕпе ашне хурса пĕçернĕ кăлпасси/. Хуплу /тем тĕрлĕ те пулать/. Тултармăш /мясная колбаса в кишках животного, варенная и жаренная/. Тĕш шÿрпе. Шăнтти, сÿтĕн /студень/. Шаркку. Тĕлкĕр /хирте е вăрманта тытнă тискер кайăкран пĕçернĕ какай тĕсĕ/. Тĕнтĕк /чустапа çăрса, ашлă-çуллă ăш-чике тăварлă шывра пĕçернĕ кукăль/. Сăра-эрех таврашĕ. Эрех /килте вĕретнĕ хаярлатнă ĕçме/. Эрех /хурăн е вĕрене шывĕнчен тунă ĕçме/. Аншарли /çĕр улмирен вĕретнĕ эрех/. Ханша /сахăр кăшманĕнчен тунă сăмакун/. Кăмăшка /çăнăх-салатпа тунă эрех/. Кăвас /пылак та кăпăклă хăмласăр сăра/. Кăвасак /шăркаллă сăра/. Кăмăс /кумыс, сĕт-турăхран хаярлатса тутлăлантарнă шĕвек/. Кăрчама /медовая брага/. Максăма /вĕçĕнчен илнĕ сăра/. Мăрсала /витĕр курăнакан пылак сăра/. Сăра /хăмлапа-салатпа вĕретсе хатĕрленĕ ĕçме/, юрай сăри /нÿхрепре вăрах вăхăт упрама лартнă сăра/. Сим пыл /тин çеç пыллантарнă сăра/. Шерпет /сыта медовая, улма-çырларан хатĕрленĕ пылак эрех/. Пахча çимĕçрен, улма-çырла таврашĕнчен хатĕрленĕ куллен ĕçмелли шĕвек, кĕсел, сĕткен йышлă, хатĕрлеме ансат. Хальхи пек тăварлă /минераллă/ шыв çăл куçĕсем патне çÿрекен сайра тупăннă. Ытларах усă курнă пылаксем: пан улми сĕткенĕ, хурлăхан шывĕ, йĕплĕ хурлăхан кĕселĕ, чие е слива сухăрĕ, матрÿшке чейĕ, çырла пылакĕ. Кунта чăвашсен мĕн пур апат- çимĕçне асăнман. Ашмарин, Никольский словарĕсенче, ятарласа тĕпчевсемпе диссертацисенче вĕсем питĕ нумай. Шупашкарта 2001 çулта «Приятного аппетита» ярăмпа тĕрлĕ çимĕçрен /çĕр улмирен, купăстаран, пăрçапа нимĕç пăрçинчен, томатран, кавăнсенчен т.ыт/ хатĕрлемелли рецептсен брошюрисем тата ытти кĕнеке пичетленчĕç. Чăвашсен кашни апачĕн ятĕнче – чăваш хĕрарăмĕсен ăсталăхĕ. Вĕсене халĕ ĕлĕкхи пек мар тĕплĕ «пĕçерсе» кăларма пулать. Тен, чăвашăн тĕнчене шăрттан, хуплу, хуран кукли, сăра кăна сĕнмелле мар? Мĕнрен начар чăваш кăрчами, сим пылĕ, шăнттийĕ, йăвачи тата чăкăчĕ?
Виталий СТАНЬЯЛ
Çыпăçтарнисем: |