Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура
...
Малалла вула