Ытларикун, 19.11.2024, 18:41
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 04
Сăн ÿкерчĕк

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сă ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 312 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.

Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑр бюстне уҫассипе Владимир Ярухин хастар таврапӗлӳҫӗ, Петр Ухваркин тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин нумай тӑрӑшнӑ. Бюста вӗсем ҫӗртмен 2-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Тĕплĕнрех: http://drogganoye.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1486366.htm 

Миçе çын пăхнă: 284 | Хăçан хушнă: 04.06.2019 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 16
Хăнасем 16
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz