Ытларикун, 19.11.2024, 18:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 4 » ГЕОРГИЙ ТУСЛИ: Чуна çывăх кĕнеке
ГЕОРГИЙ ТУСЛИ: Чуна çывăх кĕнеке
19:55
Сăн ÿкерчĕк

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн пултăм эпĕ районти тĕп вулавăшра. Алла хĕрлĕрех хуплашкаллă “Чун ăшши” кĕнеке лекрĕ. Чунри кăмăл-сипетпе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă йĕркесемпе вулакана çывăх кĕнеке пулчĕ вăл. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Авторĕ — Зинаида Михайлова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Творчество пултарулăхĕ З. Михайловăн иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аталанма, вăй илме тытăннă. Чи малтанхи сăввисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра пичетленнĕ. Сăнама, шырама пĕлекен сăвăçсен йышне кĕнĕ вăл. Хăй профессипе вĕрентекенĕн лавне туртнă май, ытларах воспитани темине хускатать, çынлăх, чăвашлăх, туслăхпа юрату ытамĕсенче пулать, кашни пулăма, сăнара лирик чĕлхипе танлаштарса çутта кăларать. — Çын ĕçпе илемлĕ, — тет Зинаида Петровна. — Ĕç çĕклет çỹлтен çỹле... Сăмахран, “Çын ĕçпе илемлĕ” сăвăри йĕркесене илсе пăхар-ха.

Ỹстерет садра вăл йывăç,

Çĕнĕ çурт та хăпартать.

Ĕçлесен — тулли мĕн пурнăç —

Çакна лайăх ăнланать.

Чунри çак шухăшах “Эс илемлĕ пурнăçра”, “Ăслă та ĕçчен пулар”, “Ырă çын пул”, “Чи пысăк телей” тата ытти сăввисенче палăртать. Савнă мăшăрне — Виталий Михайлова 60 çулхи юбилейĕпе саламласа:

Ĕçре ỹсĕмсем тăвать

Тăрăшса та вăй хурса.

Çавăнпа ял-йыш савать

Ыр сăмахсем каласа, —

тесе шăрçалать. З. Михайловăн сăввисен çаврăмĕнчи туслăхпа юрату темисемпе, кун йĕркинчи ыйтăвĕсемпе юнашарах телейĕ те...

Телей — çирĕп сывлăх,

Ĕçри çитĕнỹ.

Телей — çирĕп туслăх,

Çемье, килĕшỹ.

Чăвашлăх ыйтăвĕ çума-çумăнах çỹрет сăвăçпа. Тăван чĕлхепе хăй тап-таса калаçать. Вăтанмасть, хăть ялта, хăть хулара чăвашлăх тĕнчишĕн чун-чĕрине парать.

Чун-чĕрепе пуян чăваш,

Кăмăлĕпе вăл, тен, йăваш.

Анчах вăл шанчăклă юлташ,

Йывăрлăхра та хурăнташ, —

çырать ентешĕмĕр “Янра, чĕлхемĕр” сăвăра. З. Михайловăн чăвашлăх, тăван чĕлхе кăмăл-шухăшĕсем “Вĕрентекен”, “Яковлев вĕрентекен”, “Тăван чĕлхеçĕм, янăра”, “Çутă çăлтăр”, “Чăваш ен” тата “Аслă вĕрентỹçĕ” сăввисенче яр уççăн палăраççĕ.

Çынсемпе пуян ман халăх,

Хисеплĕ, тивĕç мухтава.

Вĕсен ятне пĕлет тĕнче халь —

Яковлева та Волкова.., —

вуланаççĕ “Чăваш ен” сăвăра.

Çынлăх, хисеп, ырă кăмăл — вашаватлăх йышĕнче. Тата çĕршыва юратни, атте-аннене хисеплени, манманни, хаклани, вĕсемпе çывăхра та, аякра та пĕрле пулма тăрăшни çав тери сумлă, çав тери сỹнми пĕлтерĕшлĕ.

Пĕр тăван — пурĕ тăхăр ача —

Пире пурнăç пилленĕ атте.

Çав пилпе пĕр-пĕрне юратса

Пухăнатпăр аннеçĕм патне, —

сăнарлать ашшĕпе амăшĕн тараватлăхне “Чи пысăк телей” сăвăра. З. Михайловăн “Чун ăшши” сăвăсен кĕнеки (хĕрĕх ытларах сăвă) Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” типографире кун çути курнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕксемпе пуян. З. Михайлова Тутар Республикинчи Аксу ра-йонĕнчи Савкаç ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕлỹ тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 36 çул.

Г. Ефимов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 312 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz