Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн И. Прокопьевăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Унăн сценарине асăннă центр специалисчĕ Н. Филиппова çырса хатĕрленĕ, вăлах йĕркелесе пычĕ те. Надежда Андреевна малтанах Иван Афанасьевич пурнăçĕпе тата пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ. И. А. Прокопьев (псевдонимĕ — И. Чураль) 1949 çулхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе партин Горькири аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Филолог, журналист. Çарта пулнă (запасри капитан). 33 çул Патăрьел районĕнчи “Авангард”, хамăр районти “Ял пурнăçĕ”, республикăри “Коммунизм ялавĕ” (“Хыпар”) редакцийĕсенче вăй хунă. 24 çул “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ (ку хушăрах 1998—2007 çулсенче директор та) пулнă. Вăл йĕркелесе пынипе кунта 2002—2003 çулс
...
Малалла вула