Ытларикун, 03.12.2024, 15:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Нарăс » 19 » Тăхăр кĕнеке авторĕн пултарулăх каçĕ
Тăхăр кĕнеке авторĕн пултарулăх каçĕ
21:44
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн И. Прокопьевăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Унăн сценарине асăннă центр специалисчĕ Н. Филиппова çырса хатĕрленĕ, вăлах йĕркелесе пычĕ те. Надежда Андреевна малтанах Иван Афанасьевич пурнăçĕпе тата пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ. И. А. Прокопьев (псевдонимĕ — И. Чураль) 1949 çулхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе партин Горькири аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Филолог, журналист. Çарта пулнă (запасри капитан). 33 çул Патăрьел районĕнчи “Авангард”, хамăр районти “Ял пурнăçĕ”, республикăри “Коммунизм ялавĕ” (“Хыпар”) редакцийĕсенче вăй хунă. 24 çул “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ (ку хушăрах 1998—2007 çулсенче директор та) пулнă. Вăл йĕркелесе пынипе кунта 2002—2003 çулсенче Мускавра туяннă Чехословаки машинисене хута янă, пичетĕн офсет технологине алла илнĕ. Район хаçачĕ “Прессăн ылтăн фончĕ” палăру Паллине 3 хутчен тивĕçнĕ. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн ăна 1994 çулта “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Федераллă статистика патшалăх службин ведомство паллипе — “Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи патшалăх çыравне ирттернĕ чухнехи паллă ĕçсемшĕн” медальпе наградăланă. Вăл — районти Н. Янкас ячĕллĕ премийĕн, республикăри МИХсен “Потребительсен кооперацийĕ” (2008, 2009) конкурсĕсен тата “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕсен лауреачĕ. Иван Афанасьевичăн пултарулăхĕ нумай енлĕ: очерк-калав, сăвă-юрă чылай хайланă. Каçа йĕркелесе пыраканăн “Сăвăсем çырма, юрăсем кĕвĕлеме пурте пултараймаççĕ. Ун валли ятарлă талант кирлĕ. Сăвă-юрă сирĕн еплерех çуралать-ха?” ыйтăвĕ çине ахальтен мар вăл çапларах хурав пачĕ: “Сăвăсем чун хĕпĕртенĕ, юрăсем чун çунатланнă чухне çуралаççĕ”. Пирĕн пултаруллă ентеш — 9 кĕнекепе брошюра авторĕ. Юррисене пухса, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Кушкă ялĕнче пурăнакан И. Степанов композиторпа тата Чăваш халăх артисчĕпе И. Христофоровпа пĕрле “Тăван кĕтес” диск та хатĕрлесе кăларма пултарчĕç. Каçра Иван Афанасьевича пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕнчи çитĕнỹсемшĕн тав туса район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. И. Васильев, социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Р. М. Осипова, суту-илỹ ĕçĕн ветеранĕ А. И. Дмитриева, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх председателĕн çумĕ Н. Г. Ершов-Янгер, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ Н. В. Козлова, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, “Хавал” ушкăн членĕ Ю. П. Романов, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи З. П. Михайлова тата Чăваш халăх артисчĕ И. И. Христофоров саламларĕç, çыравçă калемне çирĕплетсех пыма сунса парнесем кỹчĕç. Иван Афанасьевич сăввисемпе тата вăл кĕвĕленĕ юрăсенчен тăракан концертра “Кайри мала” (сăвви Ю. Сементерĕн), “Юратнă ял” (сăвви Н. Ершовăн), “Чĕнет хаваслă шкул” (сăвви Л. Семеновăн), “Эсĕ, Атăл, пулăшсамччĕ вĕсене” (сăвви Г. Дубровăн), “Хăва ỹсет” (сăвви Л. Антоновăн), “Тулă пуссинче” (сăвви Л. Семеновăн), “Сар хĕвеллĕ çĕнĕ çăкăр” (сăвви Валем Ахунăн), “Эс пĕлетни çавна”, “Тăван ял, савнă ял” (сăвви Н. Карайăн), “Сĕрме купăс çĕклет кăмăла” (сăвви Г. Дубровăн), “Манас çук нихçан”, “Çутă каçсем”, “Ярăнтарсам, мана, шур пĕлĕт” (сăвви Л. Антоновăн), “Улăх юрри” (сăвви Г. Дубровăн) тата “Лăпкă ăшă çумăр” (сăвви Г. Дубровăн) ятлисем янăрарĕç. Вĕсене ветерансен хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев, солисчĕсем — Э. Федоровапа В. Чернов), “Заволжский” клуб çумĕнчи “Капельки” ансамбль (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Дмитриев), Г. Дубровпа З. Петров, Н. Григорьевапа Ю. Григорьева, районти ачасен искусство шкулĕнче вĕренекен Анна Алексеевапа Даниил Михайлов, Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Л. Алексеевапа Г. Егорова, “Карай ен” ансамбль, “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — А. Никонорова) шăрантарчĕç. Иван Афанасьевич шỹчĕсене вара куракансем патне Г. Сергеев çитерчĕ. Концерт вĕçленнĕ хыççăн И. А. Прокопьев пултарулăх каçне хутшăннисене пурне те пур кăмăлтан тав сăмахĕсем каларĕ. Мĕнех, Иван Афанасьевич, Хăвăрăн та малашне те пурнăç çулĕпе салтак евĕр патвар та çирĕп утăмлама, пултарулăхри тĕллевсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей пултăр. Пултарулăх çăлкуçĕ тан тапса тăтăр, шăпчăк юрриллĕ, тăри сассиллĕ юрăсем яланах шăранса пире савăнтарччăр!

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz