Трак енрен композиторсем чылайăн тухнă. Вĕсем тăван халăхăмăра çĕршер-пиншер юрă парнеленĕ. Хăшĕ-пĕри, чăн та, вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç улшăнса пынă май манăçа тухса пырать ĕнтĕ. Чылайăшне вара уйрăм юрăçсемпе пултарулăх коллективĕсем паян кун та манăçа кăлармаççĕ. Юрăсене хывнă хăш-пĕр композиторсем халĕ пирĕн хушăра çук пулсан та, вĕсен хайлавĕсем вилмеççĕ, пурăнаççĕ, концертсенче тăтăшах янăраççĕ.
Акă Кушкă ялĕнче çуралнă, Красноармейски ялĕнче кун кунланă Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусĕ, композитор пурăннă пулсан кăçал 85 çул тултармаллаччĕ. Шел, унăн чĕри икĕ çул каялла тапма чарăнчĕ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче истори учителĕн дипломне алла илсе 40 çул ытла çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тесе вăй хунă М. И. Ильин. Çавăншăн ăна "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”, "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсем панă.
Обществăлла ĕçрен те аякра тăман Михаил Ильич. 30 çул ытла пропагандист тивĕçне пурнăç
...
Малалла вула