Юнкун, 06.11.2024, 04:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 1 » “Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем...” юрă кĕнеки пичетленчĕ
“Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем...” юрă кĕнеки пичетленчĕ
19:33
Сăн ÿкерчĕк
Трак енрен композиторсем чылайăн тухнă. Вĕсем тăван халăхăмăра çĕршер-пиншер юрă парнеленĕ. Хăшĕ-пĕри, чăн та, вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç улшăнса пынă май манăçа тухса пырать ĕнтĕ. Чылайăшне вара уйрăм юрăçсемпе пултарулăх коллективĕсем паян кун та манăçа кăлармаççĕ. Юрăсене хывнă хăш-пĕр композиторсем халĕ пирĕн хушăра çук пулсан та, вĕсен хайлавĕсем вилмеççĕ, пурăнаççĕ, концертсенче тăтăшах янăраççĕ. 
Акă Кушкă ялĕнче çуралнă, Красноармейски ялĕнче кун кунланă Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусĕ, композитор пурăннă пулсан кăçал 85 çул тултармаллаччĕ. Шел, унăн чĕри икĕ çул каялла тапма чарăнчĕ. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче истори учителĕн дипломне алла илсе 40 çул ытла çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тесе вăй хунă М. И. Ильин. Çавăншăн ăна "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”, "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсем панă.
Обществăлла ĕçрен те аякра тăман Михаил Ильич. 30 çул ытла пропагандист тивĕçне пурнăçланă, çав хушăрах районти тĕп больницăпа "Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕн хорĕсене ертсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вăл районти Ака туйĕнче пĕрлештернĕ хор дирижерĕ пулнă, республикăри ĕçпе юрă уявĕсене те пĕрре мар хутшăннă. Ку вăхăтрах спортпа та туслă пулнă: йĕлтĕрпе чупса, волейболла выляса, шашка спортĕнче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, тренер пулса чылай спортсмен хатĕрленĕ. Михаил Ильич ертсе пыракан шашка кружокне çÿрекенсем республикăра 6 хутчен — пĕрремĕш, 3 хутчен иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ, Раççей шайĕнче Рыбинск, Тула, Анат Тагил, Орел хулисенче иртнĕ ăмăртусенче тупăшнă. Ахальтен мар пултаруллă тренера 1987 çулта "РСФСР спорт ветеранĕ” ят та панă.
Пушă вăхăтра Михаил Ильич ашшĕнчен юлнă фисгармонипе, аккордеонпа, балалайкăпа вылянă, чăвашла 50 ытла юрă çырнă, вăл шутран 30-шĕ "Ялав" журналта, республикăпа районти хаçатсенче кун çути курнă. Пулла, кăмпана çÿрени, дачăра ĕçлени те хавхалантару кÿнĕ ăна.
Мăшăрĕ çинчен çĕнĕ "Çĕмĕртсем, çĕмĕртсем…” юрăсен кĕнекин ум сăмахĕнче педагогикăра чылай вăй хунă, "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ Мария Федоровна Ильина та ăшшăн аса илет. М. И. Ильинăн çывăх тусĕ, тăванĕ — И. Р. Степанов композитор пухса хатĕрленĕ çак кĕнекене пĕтĕмпе Михаил Ильич кĕвĕленĕ лирикăлла 44 юрă кĕнĕ. Сăввисен авторĕсем — Н. Ершов, Ю. Петров, Л. Антонов, И. Ивник, А. Галкин, А. Тимофеев, Н. Йăлăм, Н. Степанова, В. Давыдов-Анатри, В. Димитриев, И. Малкай, М. Хури, Г. Трофимов, Н. Кузьмина, В. Урдаш, П. Çăлкуç, Г. Белов. "Саншăн мар” ятлă юрă сăмахĕсене М. И. Ильин хăех, "Асанне юмахĕ” ятлинне Н. Степановапа пĕрле çырнă. Юрăсен нотисем те пур.
Кĕнекене М. И. Ильинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнлакан чылай сăн ÿкерчĕкпе пуянлатнă.
Кĕнеке редакторĕ Н. Г. Ершов, музыка редакторĕ Н. Ф. Филимонов. Ăна 100 экземпляр тиражпа Шупашкарти "Çĕнĕ Вăхăт” типографире кун çути кăтартнă. Вăл — юрра-кĕвве юратакансемшĕн пысăк парне.

В.Данилов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 495 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: М.И.Ильин | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz