Чăваш наци конгресĕ - 20 çулта. Çак тапхăр, иккĕленместĕп, кичем иртмерĕ. Çĕр-шыв, республика кун-çулĕнче çеç мар, чăвашлăх ĕçĕнче те калама çук пысăк улшăнусем пулчĕç.
ЧНК пĕлтерĕшне, ĕç-хĕлне паян тĕрлĕрен хаклаççĕ. Хăш енĕпе маттур ĕçлет, хăшĕнпе çителĕксĕр, мĕн чăрмантарать тата мĕн шухăшлаттарать чăвашлăх хастарĕсене? Ун пирки хăйсенчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.
Виталий Станьял ăсчах, Чăваш наци конгресĕн йĕркелÿçисенчен пĕри:
- Тăван халăха пĕрлештерес юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех çĕкленнĕ. 80-мĕшĕсенче Иван Яковлев ячĕллĕ общество чăмăртама хăтлантăмăр - ирĕк памарĕç. Каярах ЧОКЦ йĕркеленчĕ, республика тулашĕнчи йăхташсем те çавнашкал организацисем тавра пуçтарăнма пикенчĕç.
Эпир те Чăваш халăх хуралĕ чăмăртанăччĕ, эпĕ унăн ертÿçиччĕ. Тата вăйлăрах, хăватлăрах организаци кирлĕ терĕмĕр. Çав ыйтупа республика Аслă Канашне çыру
...
Малалла вула