Эрнекун, 27.12.2024, 12:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Юпа » 29 » Чăваш Наци Конгресне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ
Чăваш Наци Конгресне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ
21:25
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш наци конгресĕ - 20 çулта. Çак тапхăр, иккĕленместĕп, кичем иртмерĕ. Çĕр-шыв, республика кун-çулĕнче çеç мар, чăвашлăх ĕçĕнче те калама çук пысăк улшăнусем пулчĕç.
ЧНК пĕлтерĕшне, ĕç-хĕлне паян тĕрлĕрен хаклаççĕ. Хăш енĕпе маттур ĕçлет, хăшĕнпе çителĕксĕр, мĕн чăрмантарать тата мĕн шухăшлаттарать чăвашлăх хастарĕсене? Ун пирки хăйсенчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.

Виталий Станьял ăсчах, Чăваш наци конгресĕн йĕркелÿçисенчен пĕри:

- Тăван халăха пĕрлештерес юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех çĕкленнĕ. 80-мĕшĕсенче Иван Яковлев ячĕллĕ общество чăмăртама хăтлантăмăр - ирĕк памарĕç. Каярах ЧОКЦ йĕркеленчĕ, республика тулашĕнчи йăхташсем те çавнашкал организацисем тавра пуçтарăнма пикенчĕç.
Эпир те Чăваш халăх хуралĕ чăмăртанăччĕ, эпĕ унăн ертÿçиччĕ. Тата вăйлăрах, хăватлăрах организаци кирлĕ терĕмĕр. Çав ыйтупа республика Аслă Канашне çырупа тухрăмăр, сăмах май, вăл «Хыпар» хаçатра та пичетленчĕ. Çырăва унта сÿтсе явнă, ырланă.
Аслă Канашăн ун чухнехи Председателĕпе Эдурад Кубаревпа 1992 çулхи çулла тутарсен çавăн пек организацийĕн пĕрремĕш пухăвне хутшăнтăмăр. Кубарев унтан хавхаланса таврăнчĕ. Чăваш халăхĕн Аслă пухăвĕнчи тĕп доклада хăй тума килĕшрĕ. Чăваш пулсан та халĕччен тăван чĕлхепе пуплеменскер хăй çине пысăк яваплăх илчĕ. Çав доклада «Атăл» хăна çуртĕнче икĕ кун ниçта тухмасăр тĕрĕс вулама хăнăхрĕ.
Чăваш наци конгресĕн чăмăртанăвĕнче манăн тÿпем те пурришĕн хĕпĕртетĕп. Уставăн тĕп тытăмĕсене /положенийĕсене/ çырса панăччĕ.
Манăн шухăшăмпа - пĕрремĕш, иккĕмĕш пухусем ăнăçлă иртрĕç, вĕсем республикăрине çеç мар, тулайри ентешсене те вăратрĕç.
Палăртнă тĕллевсем пысăкчĕ, тĕрлĕ тытăмпа, ыйтупа ĕçлекен комиссисем йĕркеленĕччĕ. Мăн Канаш председателĕ пулнă май вĕсен ĕç-хĕлне тишкерсех тăнă, май пур таран пулăшма тăрăшнă. Халăхра фольклор шайне çĕклес тĕлĕшпе самай хăпартăмăр, анчах чăваш шкулĕсене упраса хăвараймарăмăр. Политикăран пăрăнса иртрĕмĕр, республика Президенчĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеймерĕмĕр. Çак тата ытти çитменлĕх хăйсенне турĕçех - вăйсăрлантăмăр. Çапах та тĕнчене тухрăмăр, пирĕншĕн чикĕ уçă, каялла чакмалла мар кăна.

Никифор Наумов мăчавăр, ăсчах:

- Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Аслă пухăвне пил пама тиврĕ манăн. «Халăх сурать - кÿлĕ пулать», - сăмахсемпе чăвашсене пĕр чăмăра пуçтарăнма, пĕр шухăшлă пулса килĕштерсе пурăнма сунтăм.
Тапрану вăйлă пулчĕ, пысăк ĕçсем пуçланасса ĕнентĕмĕр, шантăмăр, шел те, ĕçсене туса пĕтереймерĕмĕр, йăхашăмăрсенче чăвашлăх кăвайтне чĕртсех яраймарăмăр. Мĕн тумаллаччĕ-ха? Йăла-йĕркене илес тĕк, халăх уявĕсене - Акатуя, Кĕр сăрине, Автан сăрине тата ытти вун-вун уява - çĕнĕрен чĕртсе тăратмаллаччĕ. Тата пысăкки - влаçпа ЧНК хушшинче «кĕпер» хывмаллаччĕ. Юрă-ташăсăр пуçне те ĕçлемелли нумай. Сăмахран, вĕренÿ тытăмнех илер. Чылайăшне тивĕçтермест вăл. Шкул программине çĕнетмелле, çамрăк ăрăва ĕçпе пиçĕхтерсе çитĕнтермелле. Аса илер-ха Иван Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне. Хăш енĕпе кăна - платник, утар, алă тата ытти ĕçпе - пĕлÿ паман пулĕ.
Тата тепĕр самант пирки. Чăваш пуянĕсене халăх пурнăçне лайăхлатма явăçтармалла. Ăслă-тăнлă пулма пулăшакан, чăваш пурнăç тытăмĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесем пичетлесе кăларма пулăшчăр вĕсем.
ЧНК аппаратне çĕнĕ, мал курăмлă çамрăксемпе вăйлатмалла.

Галина Никандрова, Шупашкарти 59-мĕш ача сачĕн воспитательници, ЧНК çумĕнчи Шупашкарти ача сачĕсенче ĕçлекенсен ассоциацийĕн ертÿçи:

- Чăваш наци конгресĕн паянхи ĕçне курса тăратăп. Унăн хастарĕсем регионсене тухса çÿреççĕ. Çакна хамăн тĕслĕхпе те çирĕплететĕп. Кăçал ЧНК йышĕнче Тутарстанри Нурлатра пултăм, унти 10-мĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ ăслăлăх практика конференцине хутшăнтăм. Ăна вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче этнопедагогика меслечĕсемпе усă курассине халалланăччĕ. Çав каçах Нурлат районĕнче «Чăваш пики», «Чăваш каччи» конкурссем иртрĕç. Мана жюри членĕ турĕç. Каярах Нурлатсем те хăнана килсе кайрĕç.
Хамăрăн ассоциацие кăçал йĕркелерĕмĕр. Яваплăх пысăк, ун пирки самантлăха та манмастăп. Хулари ача сачĕсен воспитательницисемпе тĕл пулатăп. Çакăн хыççăн ачасенче чăвашлăх туйăмĕ вăранни сисĕнет. Тĕрлĕ майпа ĕçлеме тăрăшатпăр, занятисенче чăваш юрри-кĕввипе, йăлисемпе усă куратпăр. Ку енĕпе воспитательницăсемпе ятарлă конференци ирттересшĕн.

Алексей Трофимов, искусствоведени докторĕ:

- Чунпа, кăмăлпа кĕтсе илнĕ Чăваш наци конгресĕ чăмăртаннине. Питĕ кирлĕччĕ унашкал организаци. ЧНКна пулах тĕнче шайне тухрăмăр. Конгресс президентне Атнер Хусанкая ООНа кĕреймен халăхсен организацийĕн вице-президентне суйлани пирĕн, чăвашсен, сумне мĕн тери çĕклерĕ. Тем те кĕтеттĕмĕр Чăваш наци конгресĕнчен. Вăл ун чухне республика Президенчĕ шайĕнчи организаци пекчĕ. Президент мĕн тунă, конгресс та çав ыйтăва хăй шайĕпе татса панă. Пире конгресс кирлех, паянхи ЧНКна малтанхи хăватне тавăрма сунатăп.

Анатолий Волков, Мускаври культура обществин председателĕн çумĕ:

- Раççей тĕп хулинчи чăвашсем 1989 çулта хăйсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. ЧНК чăмăртансан тăван республикăпа тытакан çыхăну татах çирĕпленчĕ. Пирĕншĕн вăл - çул-йĕр кăтартса тăракан маяк, çутă пекех. Пĕр мероприяти те унăн хастарĕсем хутшăнмасăр иртмест. Мускаври Акатуя, Кĕр сăрине, халăхăн авалхи йăли-йĕркипе çыхăннă уявсене йĕркелеме Шупашкарти артистсем, ăсчахсем, конгресс ĕçченĕсем пулăшаççĕ.

Валерий Лукьянов, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи Майами хулинчи чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ:

- Майамире манăн хĕрĕм Оксана, мăнукăм Виктория пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсем патне час-часах кайса çÿренĕ. Темиçе уйăх каялла каллех унта çитрĕм, вырăсла тухса тăракан пĕр хаçатра вăхăтлăха менеджера вырнаçрăм.
Кунта Раççейри паллă артистсем çуртсем туянса пурăнни пирки пурте пĕлеççĕ ахăр. Пирĕн чаплă спортсменка Валентина Егорова та тĕпленнĕ. Майамире тымар янисен 10% - Раççейрен. Вĕсем çеç мар, белоруссем, украинсем хăйсен пĕрлĕхĕсене йĕркеленĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - чăвашсем 200 çынна яхăн. Нумаях пулмасть чăваш пĕрлĕхне йĕркелесси пирки хаçатра пĕлтерÿ пичетлерĕм. Тĕл пулăва 7 чăваш пычĕ. Çапла майпа хамăрăн обществăна туса хутăмăр. Мана унăн председательне çирĕплетрĕç. Эпĕ ЧНК Президиумĕн, Мăн Канаш членĕ, конгресс президенчĕн пулăшуçи пулнă май тин çеç чăмăртаннă пĕрлĕхе ЧНКан АПШри филиалĕ тесе пĕлтертĕм.
Хальхи вăхăтра Майамире пурăнакан ентешсен списокне хатĕрлетпĕр. Малашлăхри тĕллевсенчен пĕри - чăваш эстрада юрăçисен концертне йĕркелесси. Ентешсене Чăваш наци конгресĕн 20 çулхи юбилейĕпе саламлатăп.

Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, ЧНК вице-президенчĕ:

- Конгресс мĕнле чăмăртаннине, йĕркелÿ пухăвĕ мĕнле иртнине, ЧНК аталанăвне, унăн шал тата тулаш пурнăçне «Хыпар» тĕплĕн те анлăн çутатса пычĕ. Пичетленĕ мĕн пур хыпара, статья-очерка, интервью-репортажа кĕнекелесе кăларас тăк хулăн вун-вун том пуçтарăнать ахăр. Конгресăн 20 çулхи историйĕ - хавхалану-хăпартлану, ăнтăлу-ĕмĕтленÿ, хăюлăх-пуçарулăх, маттурлăх-паттăрлăх...
Çавăн пекех - кулянупа синкерлĕх те. Конгресс ĕçленĕ тапхăрта тăван халăхăмăр йышĕ 400 пин çын чухлĕ чакрĕ. Çак трагедишĕн /урăхла хаклаймăн/ хăшĕ-пĕри ЧНКна айăпланипе ниепле те килĕшме çук* вăл «тивĕçлĕ ĕçлеймен» имĕш. ЧНК пулман тăк, тен, 500 пин чухлĕ «ирĕлеттĕмĕр»? Çак ыйтăва никам та хуравлаймасть. Мĕншĕн тесен чăваш этносĕнче мĕнлерех улшăнусем пулса иртнине тишкерекен ятарлă тытăм пирĕн пулман та, çук та. Статистика кăтартăвĕсене вара çын тухтăрсен анлă консилиумĕнчен тухнипе танлаштармалла: «сипленмелле» пулнă - анчах диагнозне пĕлмен...
Тăван ялăмра - Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче - 1960 çулсенче пирĕн урамра кăна 50-60 ачаччĕ, халĕ 2-3 пур-ши? Кун пек чухне Конгресăн мĕн тумалла? Черетлĕ резолюци йышăнăпăр. Малалла мĕн? Халăхăмăрта çак тĕнчере сыхланса юлас вăйлă туртăма /пассионарлăха/ вăратмасан татах сахалланăпăр. Чăваш наци конгресĕн шăпах çак ыйтупа ĕçлемелле, Мăн Канашăн паянхи ларăвĕнче мухтав юррипе айкашмалла мар, çивĕчрен те çивĕч ыйтусене сÿтсе явмалла.

 Надежда СМИРНОВА

 Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 545 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz