Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, районти Н.Янкас ячĕллĕ литературăпа исскусство тата культура пĕрлĕхĕн активлă ĕçченĕ, Н.Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Николай Гаврилович Ершов (Янгер) сăвăç 70 çул тултарать. Мухтавлă ентешĕмĕре сума суса районти Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ районти шкулсенчи çамрăк сăвăçсен конкурсне ирттерме палăртрĕ. Вăл СЕНТЯБРĔН 15-МĔШĔНЧЕН тытăнса ОКТЯБРĔН 15-МĔШĔЧЧЕН пырать. Унта сăвă çырма кăмăллакансем хутшăнаççĕ.
Конкурса хатĕрленĕ материалсене чи малтан шкулсенчи литература кружокĕсенче пăхса тухаççĕ. Кăтартусене Н.Ершов ячĕллĕ конкурса хатĕрленсе ирттерекен ятарлă комисси пĕтĕмлетет. Сăвăсене райхаçат редакцине çитермелле. Чи лайăххисене "Ял пурнăçĕ" хаçатра вырăн параççĕ.
Конкурсра малтанхи виçĕ вырăн йышăннисене Николай Ершов хăй ячĕлллĕ дипломпа тата премипе чыслать.