Эпир унпа иксĕмĕр те Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Анчах та пĕр енчисем мар. Эпĕ — Мăн Çавал хĕрринчи Чиркÿллĕ Упи ялĕнчен, вăл Мăн Шетмĕ енчи Тватпÿртрен. Районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра вăй хума пуçланă çулсенчен вара Н. Филимоновпа çывăхрах паллашрăм. Пушă вăхăт пулсан тăтăшах редакцине кĕрсе тухма вăхăт тупатчĕ Николай Филимонович, юлашки вăхăтра хăй хайланă çĕнĕ юрра пичете сĕнетчĕ, кăмăллăн юмахлатчĕ. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ пулин те, çав ырă йăлана паян кун та пăрахмасть юрă-кĕвĕ ăсти. Çурла уйăхĕн пĕр кунĕнче черетлĕ хут тĕл пултăмăр Н. Филимоновпа редакци сĕтелĕ хушшинче. Çакăн валли сăлтавĕ те пулчĕ.
Кăмăллă, чун уççиллĕ арçын вăл Н. Филимонов вĕрентекен-композитор. Пуринпе те вашават сăмахлать. Сăн-питĕнчен вара йăл кулă çухалмасть. Аса илÿсем çине-çинех тупăнса пыраççĕ районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕрин.
1937 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тватпÿрт ялĕнче çуралнă. Ачалăхне питех те аван астăвать Николай Филимонович, мĕншĕн тесен вăл Тăван
...
Малалла вула