Пуçлăх хăйĕн ĕçченĕнчен ыйтать:
– Иван Петрович, хунямăра юлашки çула ăсатма хăçан каяс тетĕр вара?
– Малтан ĕç, кайран вара савăнма та юрать.
***
Çамрăк чикан хĕрĕ йĕкĕте юмăç пăхать:
– Сан çумăнта çамрăк хĕре куратăп, эх, укçуна тустарать вăл санăнне!..
Ватăрах чикан хĕрарăмĕ çамрăккине аяккинчен тĕкет:
– Эсĕ ăна халь мĕн пулнине мар, малашне мĕн пулассине кала.
***
– Мĕншĕн Пугачева ватăлсан Галкина суйласа илнĕ?
– Мĕншĕн тесен Галкин унăн хуть хăш еркĕнне те пародилеме пултарать.
***
Мартăн 8-мĕшĕ. Арăмĕ савăт-сапа çăвать. Упăшки, хаçат вуласа лараканскер, сасартăк арăмне уявпа саламлама маннине аса илет:
– Хаклă çыннăм, мĕншĕн савăт-сапа çăватăн-ха? Паян уяв-çке! Ыран çуса пĕтерĕн...
***
Походра икĕ арçын калаçаççĕ:
– Эсĕ мĕншĕн хунямун сăнӳкерчĕкне пĕрле чиксе çӳретĕн?
– Пĕлетĕн-и, акă пăх-ха: пылчăк, çумăр, сивĕ... Ун çине пăхатăп та – епле аван иккен кунта!
***
Литература урокĕнче:
– Вовочка, кала-ха тĕрĕсне, сана соч
...
Малалла вула