Юнкун, 06.11.2024, 02:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 1 » АПРЕЛĔН 1-МĔШĔ – КУЛĂШ КУНĔ
АПРЕЛĔН 1-МĔШĔ – КУЛĂШ КУНĔ
15:55
Сăн ÿкерчĕкПуçлăх хăйĕн ĕçченĕнчен ыйтать:
– Иван Петрович, хунямăра юлашки çула ăсатма хăçан каяс тетĕр вара?
– Малтан ĕç, кайран вара савăнма та юрать.
***
Çамрăк чикан хĕрĕ йĕкĕте юмăç пăхать:
– Сан çумăнта çамрăк хĕре куратăп, эх, укçуна тустарать вăл санăнне!..
Ватăрах чикан хĕрарăмĕ çамрăккине аяккинчен тĕкет:
– Эсĕ ăна халь мĕн пулнине мар, малашне мĕн пулассине кала.
***
– Мĕншĕн Пугачева ватăлсан Галкина суйласа илнĕ?
– Мĕншĕн тесен Галкин унăн хуть хăш еркĕнне те пародилеме пултарать.
***
Мартăн 8-мĕшĕ. Арăмĕ савăт-сапа çăвать. Упăшки, хаçат вуласа лараканскер, сасартăк арăмне уявпа саламлама маннине аса илет:
– Хаклă çыннăм, мĕншĕн савăт-сапа çăватăн-ха? Паян уяв-çке! Ыран çуса пĕтерĕн...
***
Походра икĕ арçын калаçаççĕ:
– Эсĕ мĕншĕн хунямун сăнӳкерчĕкне пĕрле чиксе çӳретĕн?
– Пĕлетĕн-и, акă пăх-ха: пылчăк, çумăр, сивĕ... Ун çине пăхатăп та – епле аван иккен кунта!
***
Литература урокĕнче:
– Вовочка, кала-ха тĕрĕсне, сана сочиненине кам çырса пачĕ?
– Чăнах пĕлместĕп, эпĕ ĕнер ир çывăрма выртнă...
***
Çулпа сехетре 30 километр хăвăртлăхпа пĕр автомобиль пырать. Ăна гаишник чарса тĕрĕслеме пуçлать:
– Водитель урă, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхнă, аптечкăпа пушар сӳнтермелли хатĕр пур, техтĕрĕслев иртнĕ... Водитель юлташ, эсир ăçта ку таранчченех йăпшăнса шăватăр вара?
***
Енчен те унччен ют çĕршыв маркиллĕ машинăллă çамрăк ăмсанмалли каччă пулнă-тăк, халĕ, хĕрсем, асăрханăр: иномаркăллă каччă çинче пилĕк çуллăх кредит!
***Студент буфетра сутуç патне пырать те:
– Мана икĕ сосиска парăр-ха тархасшăн.
Черетрисем (сиввĕн):
– Мĕн, пуйрăн-им?
Студент:
– Тата вун ултă вилка...
***
Тин качча тухнă хĕр амăшĕ патне шăнкăравлать:
– Анне, упăшкана эп хатĕрленĕ пăтă килĕшмерĕ. Рецептне çĕнĕрен кала-ха.
– Кĕрпе илетĕн, пĕçеретĕн...
– Э-э, пĕçермелле иккен...
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 695 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 39
Хăнасем 39
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz