Раиса ШИШКОВА ("Çамрăксен хаçачĕ")
ИНГА - çемьере пĕртен-пĕр хĕр, çавăнпа мĕн пĕчĕкренех канфетпа шăккалатран татăлман вăл. Ÿснĕçем ачашскере чаплă çи-пуç, ылтăн алка-вăчăра илсе парса иртĕхтерчĕç. Юмахри принцесса пек çитĕнчĕ. Кÿршĕ ялти Павлике куç хыврĕ. Каччă физкультура учителĕнче тăрăшма хатĕрленетчĕ. Сарлака хул-çурăмлă йĕкĕт хыççăн чылай хĕр чупрĕ. "Пулăçсем пĕр-пĕрне аякран кураççĕ” - тенĕ халăхра. Ингăн ашшĕпе амăшĕ те пурлăха ÿстерес тĕллевпех хĕрне качча парассишĕн çунчĕç. Пике йĕкĕте çавăрас шухăшпа тем тĕрлĕ пăтăрмах шухăшласа кăларчĕ.
Павел Ингăран икĕ çул аслăрах, колледжра ăс пухать. Юратнă хĕрĕн телейлĕ пуласлăхĕшĕн ашшĕ тем тума та хатĕр. Аслă шкула вырнаçтарчĕ, пурăнмалли хваттершĕн укçа тÿлесе тăчĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕ, çитменнине сесси вăхăчĕсенче хĕрĕ апат пĕçерсе ан тертлентĕр тесе амăшне хулана леçетчĕ. Инга вĕренме кайма сумка çакса тухатчĕ те палăртнă çĕре çитейместчĕ, кăвакал тукмакĕсем йăтса савни патне васкатчĕ.
...
Малалла вула