Шăматкун, 21.12.2024, 09:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Раштав » 11 » ÇЫРМАНА СИКСЕ ХĂРАТАСШĂНЧЧĔ
ÇЫРМАНА СИКСЕ ХĂРАТАСШĂНЧЧĔ
19:27
Сăн ÿкерчĕк
Раиса ШИШКОВА ("Çамрăксен хаçачĕ") 

ИНГА - çемьере пĕртен-пĕр хĕр, çавăнпа мĕн пĕчĕкренех канфетпа шăккалатран татăлман вăл. Ÿснĕçем ачашскере чаплă çи-пуç, ылтăн алка-вăчăра илсе парса иртĕхтерчĕç. Юмахри принцесса пек çитĕнчĕ. Кÿршĕ ялти Павлике куç хыврĕ. Каччă физкультура учителĕнче тăрăшма хатĕрленетчĕ. Сарлака хул-çурăмлă йĕкĕт хыççăн чылай хĕр чупрĕ. "Пулăçсем пĕр-пĕрне аякран кураççĕ” - тенĕ халăхра. Ингăн ашшĕпе амăшĕ те пурлăха ÿстерес тĕллевпех хĕрне качча парассишĕн çунчĕç. Пике йĕкĕте çавăрас шухăшпа тем тĕрлĕ пăтăрмах шухăшласа кăларчĕ.

Павел Ингăран икĕ çул аслăрах, колледжра ăс пухать. Юратнă хĕрĕн телейлĕ пуласлăхĕшĕн ашшĕ тем тума та хатĕр. Аслă шкула вырнаçтарчĕ, пурăнмалли хваттершĕн укçа тÿлесе тăчĕ, апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕ, çитменнине сесси вăхăчĕсенче хĕрĕ апат пĕçерсе ан тертлентĕр тесе амăшне хулана леçетчĕ. Инга вĕренме кайма сумка çакса тухатчĕ те палăртнă çĕре çитейместчĕ, кăвакал тукмакĕсем йăтса савни патне васкатчĕ. Вырсарни кун тухса кайса кĕçнерни кун яла таврăнатчĕ. Киле çитсен вăйран кайнăскере нимĕн те ĕçлеттерместчĕç. Çулталăкĕпе çил хăваласа çÿресен Инга Павлике ытти хĕр çумне кĕвĕçнĕрен ун патне пурăнма куçрĕ. Ку шухăша çывăх çыннисем те ырларĕç. "Алăран ан вĕçерт”, - ăс пачĕç вĕсем.

Юратсах-ши е вăхăт ирттермелле çеç çÿрерĕ-ши - калама хĕн. Анчах çулталăкран авланмах тиврĕ мĕскĕн каччăн. Хĕрĕн çие юлнăран ăна тĕрмене лартассипе хăратрĕç. Çывăх çыннисем ывăлне çапла çăмăлттайла пурăннăшăн çилленчĕç, хĕре çавнашкал кăткăс лару-тăрура пăрахнăшăн çын куçĕнчен пăхма намăслансах туй кĕрлеттерчĕç. Пĕртен-пĕр аппăшĕ çеç юратнă шăллĕн хутне кĕчĕ. Аскăнчăк, кутăн хĕре тем пек качча илтерттересшĕн марччĕ вăл, çапах алла алă çăвать çав. "Санăн ĕç çук, вĕсен хушшине ан кĕр!” - чышкă кăтартсах юнарĕç ăна. Кинĕпе йытăпа кушакла пурăнчĕç вĕсем. Кăнтăрлаччен çывăрма хăнăхнăскер ирех тăма та шухăшламарĕ. Кĕтÿ каять-и е ĕне сумалла-и - уншăн пур пĕрех. Чăх-чĕпне те апатлантарма пĕлмерĕ айванкка. Павликăн ашшĕпе амăшĕ кил-çурта шанса хăварса аякри тăванĕсем патне эрнелĕхе хăнана тухса кайнăччĕ, иккĕмĕш куннех мăн кăмăлланса, киккирикне тăратса çÿрекен автан куçне ĕмĕрлĕхе хупрĕ. Çамрăк арăм ăна çырмана кайса пытарчĕ, упăшки шапашран килнĕ çĕре апат пĕçерме васкамарĕ. Ачине кÿмене лартса кÿршĕ яла, тăван килне, тухса вĕçрĕ. Хыр тăррине çитнĕ хырăм выççине киле çитсен пусарас тенĕччĕ Павлик, анчах арăмĕ çуккине курсан пăшăрханса ÿкрĕ. Сивĕтмĕш алăкĕ çине çыпăçтарса хăварнă хут татăкне вуласан пушшех те вĕчĕрхенчĕ. "Ачан кунĕпех ăшĕ ыратрĕ, çавăнпа киле каятăп”, - тенĕ унта.

Пĕр самант тăхтаса тăмасăр Павлик мăшăрĕ патне кайма тухрĕ. Кун каç енне сулăннăран кÿршĕ ял çутисем маяк пекех курăнаççĕ. Икĕ ял хушшинче тăсăлса выртакан çул вăрăм та мар иккен, вунă минутрах кирлĕ çĕре çитрĕ арçын. Мăшăрĕ сак çинче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе ларнине курсан Павел тĕлĕнчĕ. Мĕн пулса иртнине пĕлес шухăшпа патнерех çывхарчĕ те сăра шăршине туйрĕ. Мунча хыççăн Инга кăшт канма шут тытнă: килти сăрана астивсе ÿсĕрĕлсех кайнă. Павел арăмĕпе ытлашши сăмах вакласа тăмасăр пÿрте кĕчĕ, ачи те лăпкăн çывăрать. Нимĕн те ăнланмарĕ арçын, килте урăх никам та çук. Ингăранах ыйтса пĕлме тÿр килчĕ.

- Сан тăванусем мана хисеплемеççĕ, пĕрмай кулма хăтланаççĕ. Яшка пĕçеретĕп - тăварлă, пахчана çум курăкран тасататăп - ман хыççăн тепре çумлаççĕ, урай çăватăп - хыçран типĕтсе пыраççĕ, чашăк-тирĕк çума та шанмаççĕ. Эсĕ те мана юратмастăн, кунĕпех таçта çÿретĕн, шапаша тесе тухса каятăн та вăхăта ют хĕрсемпе ирттеретĕн пулĕ-ха, - хĕрарăм сасартăк шăпланчĕ.

Павлик текех тÿссе тăраймарĕ. Арăмне хулĕнчен тытса силлерĕ. "Кунĕпе ĕçсĕр аптраса çÿренĕ те халь аçупа аннÿ хÿттине килсе ларнă. Ача чирленĕ тесе улталаса çырса хăварнă. Намăссăр! Мĕн çамрăклах çавăн пек пултăн ĕнтĕ, мана суяпах качча илтертĕн. Пĕтĕм ĕмĕтĕме тĕп турăн, халех çемье çавăрма шухăшламанччĕ. Çав тери путсĕр иккен эсĕ. Аттепе анне умĕнче намăс, кунĕн-çĕрĕн çĕр çинче тĕшĕрĕлсе анасла ĕçлеççĕ, эсĕ вара вĕсене шыв та тухса ĕçтерместĕн. "Апат пĕçеретĕп, ача пăхатăп”, - тесе урам виçсе çÿретĕн. Мана çын çумне хушатăн, хăвна пĕл, мана тĕл пуличчен миçе каччăпа çĕр каçнине аса ил. Тĕрĕсех каларĕ аппа: "Ку хĕрпе телей тупаймастăн”. Чăтрăм, малтанласа нимĕн те шарламарăм. "Аннÿ те пулсан ăс парса вĕрентĕ-ха. Тен, йĕркене кĕрĕн”, - терĕм. Шел, шанни ахалех пулчĕ”, - чунне ыраттарса калаçрĕ Павел.

Инга виçĕ-тăватă утăмра тăракан Павел патне чупса пычĕ те хăрушла сасăпа тем те пĕр каласа пуçĕнчен, питĕнчен, çан-çурăмĕнчен çапрĕ.

- Эпĕ сана тек кирлĕ мар ĕнтĕ, эппин вилмеллех пуль. Виççĕмĕш куннех çĕнĕ арăм илсе килĕн вара. Савăн! Сире урăх кансĕрлеместĕп, çак тарăн çырмана сикĕп те куçа ĕмĕрлĕхе хупăп.

Инга упăшкине тĕртсе ячĕ те çул айккинчи çырма еннелле чупрĕ, тăхтаса тăмасăр сикрĕ. Арçын ăнланса та ĕлкĕреймерĕ. Сасартăк çари! çухăрни таврана кисретрĕ. Инга сассиех пулчĕ ку. Тепĕр самантран мăянсен хушшинчен хăех йăраланса тухрĕ. Тарăн çырмана хуплама унта навус тăкнине вăл пĕлмен ахăр. Вĕлтĕренпе ăшаланнăскер пĕрмай ÿчĕ кĕçĕтнипе ниçта кайса кĕреймест, мăшăрĕн куçне пăхма та именет. Сăмсана çуракан тислĕк шăршине те туймарĕ Павлуш, юратнă арăмĕ ырă-сывах юлнишĕн чунран савăнчĕ. Вĕриленсе кайнăшăн ăшшăн ыталаса каçару ыйтрĕ. Инга та упăшкине малашне хăйне алăра тытма сăмах пачĕ. Телейлĕ мăшăр çăвăнса тасалма мунчана васкарĕ. Çур çĕрчченех çутă сÿнмерĕ унта.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 812 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz