Ытларикун, 19.11.2024, 18:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 26 » Пирĕн ентеше, чăваш чĕлхин тĕпчевçине Н.П.Петров профессора халалланă кĕнеке пичетрен тухнă
Пирĕн ентеше, чăваш чĕлхин тĕпчевçине Н.П.Петров профессора халалланă кĕнеке пичетрен тухнă
14:56
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕн фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн ячĕ -  «Николай Петрович Петров». Кĕнекене  И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕпчевçĕсен канашĕ хатĕрленĕ тата пичете сĕннĕ. Тиражĕ - 100 экземпляр. Кĕнекене пуçтарса хатĕрлекенĕсем -  Т.В. Артемьева, А.Д. Ахвандерова, В.В. Павлов ăсчахсем. 

Биобиблиографиллĕ справочника филологи наукисен тухтăрĕ, профессор, академик, Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ наука ĕçченĕ Н.П. Петров профессор çуралăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ. Ку кăларăма Николай Петрович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă, унта чăвашла тата вырăсла çырнă 24 статья кĕнĕ, вĕсен авторĕсем -  республикăмăрти паллă ученăйсем. Вĕсем хушшинче М.Ф. Чернов, А.П. Хузангай, Г.А. Дегтярев, Л.П. Сергеев, В.Н. Пушкин, А.Е. Горшков, В.И. Сергеев, В.Г. Родионов, А.П. Данилов, А.Д. Ахвандерова, П.Н. Метин тата ыттисем те. Кĕнеке вĕçĕнче  Н.П. Петровăн наука ĕçĕсен библиографине панă: монографисем, брошюрăсем, учебниксем тата вĕренÿ пособисем, словарьсем, статьясем, заметкăсем, докладсен тезисĕсем, рецензисем, вĕрентÿ программисем, студентсем валли хатĕрленĕ тĕрĕслев ĕçĕсем, куçарусем.

Кĕнеке чăваш культурипе интересленекен кирек хăш ÿсĕмри вулакана та усăллă пулма пултарать: студентсене, аспирантсене, вĕрентекенсене, чăваш чĕлхине юратакан çынсене...

 

Государственный архив печати Чувашской Республики


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1143 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (26.08.2009 15:27) [Материал]
Петров Николай Петрович (19.01.1929-29.11.2008). Доктор филологических наук, профессор, академик, заслуженный деятель науки Чувашской Республики.80 лет со дня рождения.
Родился в д. Досаево (Тусай) Красноармейского района Чувашской Республики. Н.Петров – известный чувашский языковед. Окончил Чувашский государственный педагогический институт (ныне университет) им. И. Я. Яковлева, работал учителем. С 1972 г. трудился в Чувашском государственном университете им. И. Н. Ульянова: доцент, профессор, заведующий кафедрой. В 1985-1986 гг. преподавал чувашский язык в Софийском университете в Болгарии. С 2002 по 2008 гг. – в Чувашском государственном педагогическом университете им. И. Я. Яковлева.
Основные направления научной деятельности: история чувашской письменности и литературного языка, лексикография, терминология, стилистика и социолингвистика. Более 30 лет является членом Терминологической комиссии Чувашской Республики. Имеет более 250 научных работ по вопросам современного чувашского языка и его истории. Является одним из составителей и редактором «Чувашско-русского словаря», «Русско-чувашского словаря».
Основные труды: «Нормализация чувашского литературного языка», «Чăваш çырулăхĕ» (Чувашская письменность), «Чувашская терминология», «Чăваш литература чĕлхин историйĕ» (История чувашского литературного языка), «Чувашский язык в советскую эпоху», «Развитие фонетики и норм произношения чувашского литературного языка в современную эпоху», «Магистр богословия Виктор Вишневский и его роль в истории старочувашской письменности и литературного языка» и др.

Николай Петрович Петров профессор, академик : 70 çул тултарнă тĕле / А. П. Данилов, Л. П. Сергеев хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш ун-чĕн изд-ви, 1999. – 72 с.
Николай Петрович Петров : [некролог] // Хыпар. – 2008. – 2 раштав. – С. 4.
Петров Николай Петрович // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : библиографии указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 162-167.
Дегтярев, Г. А. Петров Николай Петрович / Г. А. Дегтярев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 322.
Петров Николай Петрович : к 75-летию со дня рождения // Вестн. Чуваш. гос. пед. ун-та им. И. Я. Яковлева. – 2004. – № 1. – С. 189.
Чернов, М. Ф. Ученый, филолог, педагог / М. Ф. Чернов // Вопросы истории чувашского литературного языка и его стилей. – Чебоксары, 1999. – С. 4-11.[r][/r][r][l][c]




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 11
Хăнасем 11
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz