Шăматкун, 21.12.2024, 07:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 25
Сăн ÿкерчĕк
nullПетровсен кĕçĕн ывăлĕ авланчĕ, кӳршĕ кас хĕрне качча илчĕ.  Матви пиччепе Натали аппа çамрăках мар (утмăл пиллĕкрен каçнă) пулин те ачине сапăр туса чаплă туй ирттерчĕç. Вĕсен килĕнче çур ял хăналанчĕ пуль. Ятарласа ĕçкĕ валли кил хуçи центнер туртакан самăр сыснине, аран-аран утакан мăнтăр, çуллă кăвакалĕсене пустарчĕ. Ашĕ-пăшĕ, кăлпассийĕ, çăвĕ, шăрттанĕ, чăкăчĕ, ăнса пиçнĕ кăпăшка çăкăрĕ куç тулли – çи кăна. Сĕтел урисем тутлă апат-çимĕçе аран йăтса тăраççĕ. 
Пурнăçăн тути-масине туякан, самаях хыткукарланса çитме ĕлкĕрнĕ, мĕн пур вак-тĕвеке перекетлекен çын çиччĕмĕш, чи кĕçĕн ачин туйне анлăн ирттерес терĕ. Вĕреннĕ хĕре качча илет. Ăса хака хуни паха. Эппин ачи хăйне хывнă. Пулас кинĕн сăнĕ-пуçĕ те хӳхĕм, юратмаллискер. Унăн ывăлĕ те начар мар. Паттăр, вăйлă. Ĕçе ăна ашшĕ мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Хитрелĕх тенĕрен, Петровсен çичĕ ачине те ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 640 | Хăçан хушнă: 25.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ĕçсĕр аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек Матви пичче çенĕкри кĕнеке çӳлĕкĕнчи ăпăр-тапăра кĕлете йăтма пуçларĕ. Карчăкне мĕшĕлти тесе вăрçрĕ. Ирхи ултă сехетре тутлăн карăнса тухакан кинĕн кăмăлне пăсрĕ.
– Эсĕ паян ире усăсăр ирттертĕн, çăкăр çимелĕх мар, яшка çимелĕх те пĕр пĕрчĕ ĕç тумарăн, – терĕ.
– Ну, çак мăйракасăр старике, татах кăмăла пăсасшăн, юрать шкула каймалла, – шутларĕ кинĕ чышкине çанни ăшне пытарса. Çăвăнса-тасалса çимесĕрех ĕçне – ачасем патне – тухса чупрĕ.
Вăрçа хирĕç – вăрçăпа. Кинĕпе хуняшшĕ хушшинчи лару-тăру çивĕчленсех пычĕ. Канмалли кун тасатма тытăнсан Света Петровсен 30 çулхи кĕпе çумалли машини юрăхран тухасран, çĕмĕрĕлесрен чунтан хăрарĕ. Атийĕшĕ сăнасах тăрать. Пӳрнипе шаккаса пилĕк минут çавăрттармалла та виçĕ минут кантармалла, шывĕ лĕп пултăр, порошокне перекетлесе яр... тет.
Тупата хăлха çĕрет. Кинĕн чăтăмлăх хутаççи пушансах пырать. Ахаль те чĕлхине ирĕке ярас мар тесе шăпăрт кăна ĕçлет.
– Шывне кил картишне ан т ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 654 | Хăçан хушнă: 25.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz