Республикипех тата тулайра та паллă Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе кăçал, раштав уйăхĕнче, 20 çул пулать. Çак пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен премийĕпе 1990 çултан пуçласа вуншар пултаруллă çынна чысланă. Ку таранччен Нестер Янкас ячĕллĕ премине илнисен шучĕ 48 уйрăм çынна тата 13 коллектива çитрĕ. Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енĕпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячĕллĕ премин пĕлтерĕшĕ паян кун та капашсăр пысăк. Вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать, пултарулăха аталантарма ха
...
Малалла вула
|
|