Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ
Вăрçă асапне кашниех пĕлет,
Вăл – кашни этем чунĕнче…
Ветерансене саламлас килет
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Вăрçă тенине кашниех сивлет,
Вăл – кашни ăру юнĕнче…
Ветерансене ыталас килет
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Паттăрсен ĕçне халăх ас илет,
Ячĕсем – чĕре çумĕнче…
Ветерансене юратас килет
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
Пирĕншĕн пĕрмай пултăрччĕ тивлет,
...
Малалла вула