Шăматкун, 21.12.2024, 08:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 19 » Чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики тухнăранпа 240 çул çитрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики тухнăранпа 240 çул çитрĕ
20:55
Сăн ÿкерчĕк
null240 çул каялла чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики - «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» пичетленнĕ. Кĕнеке 608 экземплярпа Санкт-Петербургри Ăслăлах наукисен академийĕн типографийĕнче пичетленнĕ. Авторĕ - Ермей Рожанский (1741-1801) священник. 68 страницăллă чăваш чĕлхин çак пирвайхи грамматикинче 8 пуплев пайне пăхса тухнă: япала ячĕ, паллă ячĕ, местоимени, глагол, наречи, междомети тата хыçсăмах (кĕнекере ăна предлог тенĕ). Кашни пуплев пайĕпе тĕслĕх панă, вĕсене чăвашла-вырăсла словарь евĕр майлаштарса çырнă. (Пурĕ 1382 сăмах.)
Паллах, пуçласа çырнă тĕпчевре, паянхи шайпа пăхсан, çитменлĕхсемпе йăнăшсем те çук мар. Чи малтанах, чăваш чĕлхин сасă тытăмне тĕрĕс уйăрса илеймен пирки чылай сасса çырура тĕрĕс палăртайман: пĕр сас паллипех темиçе сасса е пĕр-пĕр сасса темиçе сас паллипе палăртнине асăнмалла. Тĕслĕхрен, ă сасса кĕнекере 12 сас паллипе, ĕ сасса 8 сас паллипе кăтартнă. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕс палăртайманни е пăтраштарни (ылганадапъ - завидую, самаръ, мундаръ - жир, хибер - радость), автор хăй шухăшласа кăларнă сăмахсем те (сьонатлый - крылатый, вилимлый - смертный) тĕл пулаççĕ.
Грамматика нумай вăхăт хушши тĕн семинарийĕсемпе училищисенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли учебник шутланнă.
Чăваш чĕлхин пирвайхи грамматикин экземплярĕсемпе халĕ Раççей Наукăсен академийĕн, Мускавпа Питĕрти патшалăх библиотекинче паллашма пулать. Унăн алăпа çырнă копийĕпе фотокопийĕ ЧПГĂИ ăслăлăх архивĕнче пур.
Çăлкуç: Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. - 223 с.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 912 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz