Чăваш халăхĕн маттур ывăлне, Красноармейски район хаçачĕн редколлегине тата типографине нумай çул хушши ăнаçлă ертсе пыракан ырми-канми ĕçчене, РФ Журналистсен Союзĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх членне тата Преми лауреатне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, "Çавалпа Шетмĕ кĕввисем" фестивалĕн лауреатне, Трак енĕн пултаруллă çыравçине, юрă-кĕвĕ ăстине, сăпайлă та ырă çыннăмăра, хисеплĕ те чыслă ят-сумлă ентешĕмĕре - Иван Афанасьевич Прокопьева - сулмаклă утăмсемпе, яш çын чун хавалĕпе 60 çула çитнĕ ятпа - юбилейпа çирĕп аллине чăмăртаса таса та тÿрĕ кăмăлне хакласа чăн чăвашла мăнаçлăн саламлатпăр! Малашне те чун тасалăхĕпе ырă вăй-хăват, чун-чĕре пуянлăхĕпе чăвашла ĕçченлĕх, хаваслă кăмăл-туйăм та тулли телей сунатпăр.
Çыпăçтарнисем: |