Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) поэт-прозаик тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Паян вăл çуралнăранпа 100 çул тултарать. Нестер Янкас 1909 çулта Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл Янкасри пуçламăш, Упири ултă класлă, Çĕрпÿри икĕ сыпăклă тата Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографире корректорта ĕçленĕ. Ăна “Сунтал”, каярахпа “Ялав” журнал редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта Нестер Кириллович литсотрудникре, яваплă секретарьте ĕçленĕ. Самара хулинче темиçе çул хушши типографире кĕнекесем калăплакан редактор пулнă. Н. Янкас прозаик, поэт, куçаруçă пулнипе паллă. Литература ĕçне çамрăк поэт 1928 çулта тытăннă, унăн пирвайхи сăввисем “Канаш”, “Çамрăк хресчен” хаçатсенче тата “Сунтал” журналта пичетленме пуçăнаççĕ. Çав шутра çаксем: “Пуçăм — шухăш, умăм — Атăл”, “Отпуск хыççăн”, “Çул çинче”, “Кĕркунне”, “Шăллăм çырăвĕ”, “Хресчен ачи юрри”, “Кĕрхи вăрман” тата ыттисем те. Ун хыççăн унăн сăвăсемпе калавсен пуххисем: “Сăвăсем” (1930), “Виктăрпа Шăнкăрч” (1931), “Ирхи йĕрсем” (1931), “Кĕркунне” (1935), “Çул çинче” (1938), “Ĕç кĕввисем” (1940), “Парне” (1940), “Михаç” (1940), “Катя” (1958), “Лирика” (1961) тата ыттисем те кун çути курнă. Нестер Кириллович ытларах куçаруçă ĕçĕ-хĕлĕпе ĕçленĕ. Çыравçă А. Пушкин, М. Лермонтов, А. Кольцов, Н. Некрасов, Т. Шевченко, В. Маяковский, Д. Джабаев сăввисене, А.Чеховпа М. Горький калавĕсене куçарнă. Унăн творчествăлла ĕçĕ-хĕлне чăвашсен паллă çыравçи Аркадий Ĕçхĕл пур енлĕн хакласа çапла каланă: “Нестер Янкас поэзийĕ таса та ахаль енлĕ, вăл тыр-пул пуссинчи вăркăш çил, çаран çинчи утма çул, вăрманти уçланкă тата тÿпери пĕлĕтсем евĕр…” Поэт-прозаикăн кун-çулĕ 1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче тĕрмере татăлнă. Унăн таса ятне 1957 çулта тавăрнă. Нестер Янкаса ĕмĕрлĕх асра тытса Красноармейски районĕнче литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне, вăл çуралнă ялти пĕр урама унăн ятне панă. Янкасра поэтăн музей-пÿлĕмне уçнă, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнă. Н. Янкасăн нумай произведенийĕсем чăваш наци литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă, вĕсем Чăваш Республикин пичет архивĕнче упранаççĕ.
Çыпăçтарнисем: |