Эрнекун, 26.04.2024, 03:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 25 » Венгрсем чăваш юррисене шăрантараççĕ ("Хыпар" хаçатран)
Венгрсем чăваш юррисене шăрантараççĕ ("Хыпар" хаçатран)
22:10
Сăн ÿкерчĕк
ЧР Культура министерствине аудиокĕнекен хăйне евĕрлĕ экземплярне çитернĕ. Чăваш халăх юррисене венгрла куçарнă "Сăра юрри” кăларăм ăслăлăх тĕлĕшĕнчен питĕ кăсăклă. Ăна венгр тата чăваш ăсчахĕсемпе фольклорисчĕсем пĕрле хатĕрленĕ.

Кĕнеке содержанийĕпе те питĕ пуян. Унта чăваш халăх юррисене венгрла шăрантарнă икĕ аудиодиск вырнаçтарнă. Çавăн пекех юрăсен тексчĕсем, халăх культурипе историйĕ çинчен материалсем пур. Аудиодискри юрăсем - Раççей тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв” халăх фольклор ансамблĕн репертуарĕнчен, С.Максимовăн "Тури чăвашсен юррисем” /М., 1932/ тата "146 песен, записанных от Гаврила Федорова” /М., 1934/ кĕнекесенчен.

Чăваш Енре иртнĕ экспедици пирки республика Халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Светлана Лаврентьева каласа кăтартнă: "1998 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкара Венгрирен Клара Адягаши тата Андраш Берец ăсчахсем килчĕç. Вĕсем тури чăвашсен юррисене пуçтарса, çакскерсене венгрсен традици юррисемпе танлаштарса пăхас тĕллев тытнăччĕ. Клара Адягаши фольклора лингвист куçĕпе хакларĕ, Андраш Берец - музыковед тĕлĕшпе. Муркаш районĕнче темиçе кун пултăмăр, çав тапхăрта çĕр ытла юрă - хăна, салтак, туй юррисене - çырса илтĕмĕр. Хăнасем туйра та пулса курчĕç. Андраш Берец чăвашла темиçе юрă пĕлетчĕ, вăл вĕсене питĕ таса тата кăмăлтан юрларĕ”.

Венгрири Дебрецен университечĕн кафедра ертÿçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Клара Адягаши профессор Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче çыхăну тытса ĕçлемелли программăпа килĕшÿллĕн ăс пухнă, пирĕн чĕлхене Чăваш патшалăх ăслăлăх тĕпчев институтĕнче вĕреннĕ. Вăл Чăваш Енре пуçтарнă материал доктор диссертацийĕн никĕсĕ пулса тăнă. "Венгрире ун пирки "пирĕн чăваш” теççĕ, вăл - куçаруçă”, - тет Светлана Григорьевна. Клара ăна 2001 çулта чăваш халăх юррисене Будапештра венгрла куçарса пичетленĕ кĕнеке пуххине ярса панă. Ăна хатĕрлес ĕçе Светлана Лаврентьева та хутшăннă. Чăвашла пĕлни венгр филологне диалект уйрăмлăхĕсене шута илме май панă.

Ăсчахсем хальхи венгр халăхĕн тăхăмĕсен йышне мадьярсене кĕртеççĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, вĕсем пăлхарсемпе кÿршĕллĕ пурăннă. Çавна май культурăра та, чĕлхере те пĕр пеклĕхсем упранса юлнă.

"Асăннă кăларăм - ытти халăх культурине тĕпчесе хăйĕн тăван культурине аталантарассишĕн тăрăшнин тĕслĕхĕ. Чăваш Ене килсе, юрă тĕслĕхĕсене пуçтарса венгр ăсчахĕсем чăваш халăх юррисене тĕпчерĕç, юрласа кăтартрĕç”, - палăртать искусствоведени докторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пай пуçлăхĕ, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Кондратьев.

1993 çулта Венгрирен килнĕ Ласло Фельфăльди ăсчах чăваш халăх ташшисене Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне районĕсенче тĕпченĕ.

Аудиокĕнеке форзацĕнче авторсем тав туса чăвашла каланине çырни пур: "Ырă çыннăмăрсем - чăвашсем! Тавтапуçах сире ытарма çук хÿхĕм сăввăр-юррăрсемшĕн! Сăмах çумне сăмах тирсе пуçтартăмăр эпир вĕсене сирĕнпе пĕрле, чăваш чунне-хавалне хамăр халăха çитерсе кăтартас терĕмĕр. Пĕр юрăра каланă пек, çĕр çитмĕл пĕрене кастартăмăр, çĕр çĕклейми шур пÿрт лартрăмăр, çĕр çĕклейми шур пÿрт илемне - пур тăвана пĕрле пуçтартăмăр хире-хирĕç тăрса юрлама. Чăн тĕпелти вырăна, кĕреке пуçне, сĕтел туртса чăвашсене лартрăмăр!”

Асăннă кĕнекен презентацине кăçалхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ирттерме палăртнă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 511 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz