Кĕçнерникун, 26.12.2024, 00:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 16 » Сурхури сăрипе сăйланма пухăнчĕç
Сурхури сăрипе сăйланма пухăнчĕç
17:05
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 14-мĕшĕнче, Шупашкарти «Çăлкуç» хупахра чăваш халăхĕн хастарĕсем Сурхури сăрипе сăйланма пухăнчĕç. Мероприятие «Сăвар» фонд йĕркеленĕ.
Авалтан пыракан чăваш уявне Сарри Мишши, Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Аксар-Сĕрмек, Тимĕр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Н.М. Адер тата ыттисем пухăнчĕç. 
Сурхурине чаплăн палартрĕç — кĕсле те, шăхлич те кĕвĕ каларĕ. Кĕсле калама ятарласа пĕр студенткăна ченсе илнĕччĕ. Пăлхартан, Тутарстанран килнĕ хăнасем вара уява самай илемлетрĕç, инçетри чăвашсенсен авалхи вырăнĕнчен юрă-парне илсе килчĕç.
«Сувар» фонд уяв май хисеплĕ чăвашсене (вĕсем «суварсене» теççĕ) хăйсен хĕвел паллине парнелерĕç.
Сурхури сарине сăйланă хыççăн, тутлă шӳрпене çинĕ хыççăн чăваш хастарĕсем калаçăва куçрĕç. Калаçу сĕм çĕрлечченех пычĕ (ку хыпара çырнă чухне вĕсем «Çăлкуçран» саланманччĕ-ха).
Кунашкал уявсене малашне те çакăн пек чаплă ирттерме палăртрĕç.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1581 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Сурхури | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (18.01.2011 22:46) [Материал]
Çакăн пек шÿтлĕ сăмахсем каланă сурхури кун шăпăрлан çулĕсенчи ачасем килĕрен киле кĕрсе çÿренĕ чух алăкран кĕрсенех чиксе килнĕ пăрçана урайне сапса. Уява май, кил хуçисем кăмăллă, ачасемшĕн кукăльне те хĕрхенмен, кун пек аслă кун валли канфетне те хатĕрленĕ пулнă. Хальхи пек тулăх пурнăç пулман пулин те пăрçине те кĕсйисене чиксе панă.
Паянхи кун ăруран ăрăва куçса пыракан йăласем тĕппипех пĕтменнине куртăмăр. Пĕр тăван Терентьевсем, кану çурчĕн директорĕ Валентина тата шăллĕ Александр, Сурхури уявне йĕркелерĕç. Шăнкăравпа илемлетнĕ кÿлнĕ çуна çинче Хĕл мучипе Юр пикесем те ярăнса йăпанчĕç, халăха та савăнтарчĕç. Параппан çапакансем, купăс калакансемпе юрласа ташлакансем кăмăла çĕклерĕç. Шкул çулĕнчи ачасем утсем çине утланса лашасен тата хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Утланса çÿрессипе юр пикесем те çынран кая юлмарĕç. Юр пикепе Хĕл мучи ача-пăчана тутлă пылак кучченеçпе хăналарĕç. Юланутçăсен ăмăртăвĕнче "Малыш" ятлă ăйăрпа шкул ачи Илья Терентьев малти вырăна тухрĕ.

В.Викторов "Ванюшкассинчи Сурхури"




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz