Шăматкун, 20.04.2024, 13:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 28
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче Юрий Сементер 70 çул тултарнă ятпа савăнăçлă литература каçĕ иртрĕ.
Мероприяти тĕлне «Чунра хĕмленнĕ йĕркесем» курав йĕркеленĕччĕ — унта поэтăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма май пурччĕ.
Литература каçне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин уçрĕ. Вăл сăмах каланă май Михаил Игнатьев янă салам çырăвне те вуласа пачĕ. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Александров Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Çавăн пекех сăмах калакансем шутĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ Ольга Скворцова, халăх сăвăçисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле çыракан çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчĕç.
Миçе çын пăхнă: 613 | Хăçан хушнă: 28.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ĕнер, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, юнкун Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче савăнăçлă каç иртрĕ — пултаруллă сăвăç Раиса Сарпи хăйĕн юбилейне палăртрĕ.
Мероприяти кăнтăрла хыççăн 14 сехетре пуçланчĕ. Малтан хăнасене ятарласа хатĕрленĕ «Чун хĕлхемĕ — халăха» куравпа паллаштарчĕç. Кунта сăвăçăн кун-çулĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллашма май пурччĕ.
Малалла музейĕн аялти залĕнче юбиляра тĕрлĕ тăрăхран килнĕ хăнасем 60 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Хăнисем чылайччĕ — Патăрьел районĕнчи ачасем, çыравçăсен пĕрлешĕвĕнчен тата ыттисем пулчĕç. Савăнăçлă каçра юрă-ташă та нумай янрарĕ — юбиляра кашни чун чĕререн салам сăмахĕсене каласшăн пулчĕ.

Миçе çын пăхнă: 566 | Хăçан хушнă: 28.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz