Юнкун, 08.05.2024, 04:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 27 » Савăл çапас марччĕ!
Савăл çапас марччĕ!
19:42
Сăн ÿкерчĕк
Анатолий КИБЕЧ 

Шупашкар район хаçачĕ “Тăван ен” турипе анат чăвашсен тумĕн уйрăмлăхĕсем пирки пуçарса янă тавлашăва сăнаса пынă хыççăн шухăшăма пĕлтерес кăмăл çуралчĕ.

Турисене “хура тяппа”, анатрисене “купăста кут” тесе шÿтлесе каланăшăн нимĕн кÿренмелли те çук. /Халĕ, тĕрĕссипе, анатри-турисен хĕрĕ-каччи йышлăн пĕрлешсе çемьеленнĕ./ Çакă кулăш кăшăлĕ шайĕнчи калаçу çеç. Халăх культури шайĕпе пăхсан кунта пурте йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ. Хура ура çумĕнче сĕт пек шурă пиртен çĕленĕ хĕрарăм кĕпи тата та шуррăн курăнать, тĕррисене те аякранах асăрхама пулать. Анатрисен 2-3 аркăллă улача кĕпи те питĕ илемлĕ, арçынсемшĕн те илĕртÿллĕ. Сăмах май, çакна аса илни те вырăнлă. Тăватă пин çул каялла Тигрпа Евфрат хушшинче пурăннă шумерсен юратупа йышлану турри Иштор ятлă пулнă. Ăна халалласа лартнă скульптура çине пăхсан унăн вăрăм кĕпи тăватă аркăллă пулни паллă. Çапла тăхăнасси авалтан пыракан йăла тесшĕн эпĕ.

Асăннă тавлашу номертен номере пычĕ те çи-пуç ыйтăвĕсенчен пăрăнса урăх еннелле куçса кайрĕ. В.Станьялăн “Çăкăр-тăвар хире-хирĕç” /“Тăван ен”, 31.07.09/ статйи хыççăн тавлашу лăпланать пулĕ тенĕччĕ. Çук. Шупашкарти “Ача-пăча тĕнчи” универмагпа юнашар вырнаçнă хаçат-журнал киоскĕнчи реклама хутне вуласан çак тавлашăва “Тăван ен” /редакторĕ Б.Чиндыков/ мĕнле тĕллевпе пуçарса яни тинех паллă пулчĕ. Акă мĕнле ыйтусем лартнă унта: кам хитререх, кам вăйлăрах, кам пуянрах - анатрисем-и е турисем-и?

Халĕ вара вулакансен мĕн тумалла? Илемлĕ хĕрсемпе каччăсен сăн ÿкерчĕкĕсене редакцие ярса памалла-ши, тĕрлĕ ăмăртура камсем чемпион пулнине пĕлтермелле-ши, камăн енчĕкĕ хулăнраххине тĕрĕслемелле-ши? Ниме юрăхсăр çакнашкал тавлашу кама кирлĕ? Мĕн парать вăл? “Тăван ен” хаçат чăвашсен пĕрлĕхне хавшатас тĕллевпе савăл çапма хăтланни мар-ши çакă?

Хаçат редакторĕ, республика тулашĕнче чылай вăхăт пурăннăскер, кунти лару-тăрăва, халăхăмăра чăмăртанма пулăшас тĕллевпе тунă ĕçсене пĕлсех каймасть пулмалла. Манăн ăна хампа пĕрле Чăваш наци конгресĕпе ентешлĕхсем ирттерекен уявсемпе ăмăртусене илсе çÿрес кăмăл çуралчĕ. Килĕшет-ши? Унта чăвашсем пĕр-пĕринпе мĕнле туслине кăтартакан пулăмсем темĕн чухлех. Ентешлĕх ертÿçисем пĕр-пĕрне лайăх ăнланса ĕçлеççĕ, уявсене пĕрле çÿреççĕ, саламлаççĕ, туслăха кăтартса пĕтĕм халăх умĕнче сцена çине хăпарса пĕр харăссăн алă тытаççĕ.

Ĕçчен ентешсем, хуçалăх ертÿçисем хăйсем хăш енчи /паллă ĕнтĕ: хамăр пурте юратакан ЧĂВАШ ÇĔРШЫВĔНЧЕН - анатри е тури хутлăхĕсенчен мар!/ пулнине пăхмасăрах пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ тĕслĕх пин-пин.

Çулăмсемпе “Тăван енре”, киосксенче ĕçлекенсенчен аслăраххине, пурнăç тути-масине урăхларах ăнланнине шута илсе эпĕ провокацилле çак реклама хучĕсене илсе пеме ыйтнă пулăттăм. Атьăр-ха тĕнчене хамăртан култарар мар.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 659 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz