Вырсарникун, 05.05.2024, 07:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Пуш » 6 » Елена Энжей эстрада юрăçине тата радиожурналиста Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреачĕ ятне панă
Елена Энжей эстрада юрăçине тата радиожурналиста Нестер Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреачĕ ятне панă
12:04
Сăн ÿкерчĕк

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) 1992 çулта ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. 1999-2010 çулсенче Еншик Чуллă шкулĕнче пĕлÿ пухнă. 2010-2016 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университчĕн искусство факультетĕнче «Солист. Вокалист. Педагог» специальноçĕпе професси алла илнĕ. 2013-2017 çулсенче Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче ачасене музыка пĕлĕвĕ панă. 2017 çултанпа Чăваш патшалăх телерадио компанийĕнче радиовещани службин информаци программисен пайĕнче редакторта вăй хурать.

Пурнăçри çитĕнĕвĕсем: 2016 çулта пултарулăхра тунă çитĕнÿсемшĕн Республика пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. 2021 çулта Красноармйски районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ тăратнипе «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне хутшăннă. Çав çулах Республикăри районсем хушшинчи XXII «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль-конкурсĕнче «Чи лайăх солист-юрăç» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ  диплом лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. 2021 çултах Раççей регионĕсем хушшинчи вокал искусствин «Вокальная Чувашия – 2021» 2-мĕш конкурсĕнче 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăрать.

Общствăлла ĕçсем: 2012 çулта Республикăмăрти «Чăваш пики-2012» конкурса хамăр район ячĕпе хутшăннă. Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн председателĕ. 2020 çулта «Чăваш пики-2020» конкурса тăван районта ертсе пынă. Аннесен кунне халалланă концертсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 2021 çулта районти ĕçпе юрă уявĕнче – Акатуйра хăйĕн юррисемпе куракансене савăнтарнă. Çав çулах хамăр райпо ĕçченĕсем çинчен радиопередача ертсе пынă. Çулталăк вĕçĕнче республикăри пичет ĕçченĕсен уявĕнче хăй юррисене юрласа тĕлĕнтернĕ.

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем паракан комиссин протоколĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 116 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz