Ытларикун, 16.04.2024, 18:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Александр Пăртта артиста тата Елена Эншей юрăçа Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне панă

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 

2021 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 

2022 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕммĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
  3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2021 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

     Степанов Александр Иванович (Пăртта) артиста, драматурга тата сăвăçа. Тăван театрта 70 ытла сăнар калăплама пултарнăшăн, драматургире 12 пьеса çырса сцена çине кăларнăшăн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлесе кăларнăшăн тивĕçнĕ.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

     Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрăçине. Чăваш эстрадине аталантарса çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем шăратнăшăн, чăваш культурине Интернет-медиа анлăшĕнче сарма тăрăшулăх кăтартнăшăн, обществăшăн тунă сумлă ĕçсемшĕн тата Чăваш патшалăх радикомпанинче илемлĕ передачăсем хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ тăратнă.

2. 2021 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреата Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслава 2022 çулхи ака уйăхĕнче Красноармейски салин культурăпа кану  çуртĕнче  ирттерес.

                Комисси председателĕ:                    /В.М.Михайлов/

         Комисси членĕсем:                                 / И.А.Прокопьев/

                                                                          /В.З.Константинов/

21.02.2022

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (06.03.2022) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 126 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz