Тунтикун, 13.05.2024, 15:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Пуш » 06
Сăн ÿкерчĕк

Степанов Александр Иванович (Пăртта) 1963-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ Кӑштахран çемье Туҫи-Чуракасси ялне куҫса килнӗ.1970 ҫулта ҫав ялтах пуҫламӑш шкула кайнӑ. Ялта виҫҫӗмӗш класс таран кӑна вӗрентнӗрен малалла Алманчри вӑтам шкула ҫÿреме пуҫланӑ. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ-калав ҫырас туйăм вӑраннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленӗ. 1980-мӗш ҫулта вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти тракторсем тӑвакан завода ЧПУ станокçă вӗренекенĕ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. 1985-мӗш çултан Ярославльти театр институчӗн студенчӗ тата пукане театрӗн артисчӗ пулса тӑрать.

Пукане театрӗнче артистра вӑй хунӑ вӑхӑтра ача-пӑча журналӗсене валли чылай сӑвӑ-калав хайлать. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат», «Коммунизм ялавӗ», &laq ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 123 | Хăçан хушнă: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) 1992 çулта ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. 1999-2010 çулсенче Еншик Чуллă шкулĕнче пĕлÿ пухнă. 2010-2016 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университчĕн искусство факультетĕнче «Солист. Вокалист. Педагог» специальноçĕпе професси алла илнĕ. 2013-2017 çулсенче Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче ачасене музыка пĕлĕвĕ панă. 2017 çултанпа Чăваш патшалăх телерадио компанийĕнче радиовещани службин информаци программисен пайĕнче редакторта вăй хурать.

Пурнăçри çитĕнĕвĕсем: 2016 çулта пултарулăхра тунă çитĕнÿсемшĕн Республика пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. 2021 çулта Красноармйски районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ тăратнипе «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне хут ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 117 | Хăçан хушнă: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz