Шăматкун, 27.04.2024, 04:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 26 » Чи малтан ентешĕсем хакларĕç
Чи малтан ентешĕсем хакларĕç
17:20
Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çулăн пирвайхи кунĕсенче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр — Танăшран тухнă Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çуралнăранпа 72 çул тултарчĕ. Ун умĕн кăшт маларах çеç Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт” типографинче поэт пурнăçĕпе пултарулăхне туллин сăнлакан тата унăн ку таранччен пичетленнĕ сăвви-юррисенчен суйласа илнĕ чи лайăх хайлавсемпе паллаштаракан хулăн та илĕртÿллĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Ку — поэтăн хĕрĕхмĕш кĕнеки. Нумай сăввисене хамăр Трак тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсене халалланă. Ахальтен мар ĕнтĕ кĕнеке ятне те "Ентешсене пуç тайни” тесе панă. Ăна Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕ пулнă, каярах литература ĕçне кÿлĕннĕ Николай Григорьевич Григорьев пухса хатĕрленĕ.
Асăннă кĕнекене хаклама чи малтан Юрий Сементерĕн тăван енĕнчи — Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртĕнче пухăнчĕç ентешĕсем. Вăл нарăсăн 8-мĕшĕнче кăнтăрла иртрĕ. Унта вырăнти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, çывăхри ял çыннисем хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсене валли залра Юрий Сементерĕн вуншар кĕнекисенчен курав йĕркеленĕ. Хисеплĕ хăнасене: кĕнеке геройне — Юрий Семенович Сементере, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх ертÿçине Алексей Николаевич Львова тата район администрацийĕн пуçлăхне Андрей Владимирович Шестакова пурте ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Ятарлă уяв тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн, черет çитсен вĕсен хĕрÿллĕ сăмахĕсене тулли кăмăлпа итлерĕç. Кашнинчех çапла шухăш палăрчĕ: ентешсем пуç тайни кĕнеке чăннипех те пысăк парне вырăнĕнче шутланать. Юрий Семеновичпа Николай Григорьевича уншăн чĕререн тав турĕç пухăннисем. 
Хаклав уявне кунти кану центрĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Петрова йĕркелесе пычĕ. Шкул ачисем Ю. Сементерĕн чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене, унăн ытти чĕлхесенчен куçарнă хайлавĕсене пăхмасăр каларĕç, юрă-ташă парнелерĕç. 
Кану центрĕн пултарулăх ушкăнĕ те пĕчĕк концерт хатĕрленĕ. Юрий Сементер сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем ытларах янăрарĕç. Хăнасемпе пĕрле килнĕ чаплă юрăç — Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Полина Константинова вара Ф. М. Лукинпа Ю. Сементер хайланă "Уçланкăри палан” тата Н. Эриванов кĕвĕленĕ "Пĕр эсĕ çеç” (сăвви Ю. Сементерĕн) юрăсене пурне те тыткăнламалла шăрантарчĕ. Вăл Писательсен Союзĕн пропаганда бюровĕн йышĕнче тăрать. 
Каларăмăр ĕнтĕ: "Ентешсене пуç тайни” кĕнекен пысăк пайĕ Трак енĕн сумлă çыннисене халалланă сăвăсенчен тăрать — 70 ытла халал хайлавĕ. Хăйсене çапла чысланăшăн çав çынсен ячĕпе автора чун-чĕререн тав туса, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н. Ершов-Янгер сăвăç тухса каларĕ. Сăмах май, вăл Юрий Сементерпе 55 çул ытла тачă çыхăнура — тус-юлташлăхра. 
Юрий Сементер сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ тепĕр ентешĕмĕр — Гурий Алексеев-Яманак та сăмах илчĕ. Кĕçĕншетмĕсем ăна çывăх вăхăтрах Ю. Сементерĕн "Кĕçĕншетмĕсен юрри” сăвви тăрăх ял тăрăхĕн Гимнне çырма пиллерĕç. Композитор кунпа хаваспах килĕшрĕ. 
Акă, парнесем кÿмелли самант та çитрĕ. Юрий Сементер чи малтан "Ентешсене пуç тайни” кĕнекине Кĕçĕн Шетмĕри шкул директорне А. Г. Соловьевана, кану центрĕн ертÿçине В. И. Петрована, çавăн пекех тăван шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсене — Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче пурăнакан Н. Афанасьевпа Н. Семенова алă пусса пачĕ. Шкул ачисенчен парнене Катя Козловапа Коля Афанасьев тивĕçрĕç. Кĕнекене укçалла туянакансем те пулчĕç. 
Пухăннă халăх ячĕпе вара Юрий Сементере кану центрĕн директорĕ В. Петрова ăшшăн тав туса хаклă парне кÿчĕ.

Николай Ершов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 385 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz