Ытларикун, 23.04.2024, 13:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 11
Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, каçхине, районти информаципе культура центрĕнче чăвашсен паллă композиторĕн, çĕр-шывăн Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн Ф. М. Лукинăн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Трак енре паллă композитора халалласа "Юрăпа савăнтарар туссене” ятпа регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс, Шупашкарта вара пĕтĕмлетÿ гала-концерчĕ иртнĕччĕ. Районти информаципе культура центрĕн фойинче шăпах асăннă мероприятисене сăнлакан сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Ф. Лукин çулталăкне уçма килнĕ çынсем вĕсемпе туллин паллашрĕç. 
Залта халăх йышлă. Сцена çине пирĕн тăван халăхăмăра çĕршер те çĕршер юрă-кĕвĕ парнеленĕ Филипп Миронович сăнне вырнаçтарнă, хаклă çыннăмăр пирĕн çине мăнаçлăн тинкерет. Кĕçех Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер мухтавлă ентеше халалласа çырнă сăвă йĕркисем янăраса каяççĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 564 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейски шкулĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕпе Гурий Дубров сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. Пултаруллă поэт 6-мĕш, 9-мĕш "б", 8-мĕш "б" класс ачисемпе тата "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче хушма пĕлÿ илекенсемпе туслă калаçу ирттерчĕ. Вăл Çĕпĕр çĕрĕ çинчен çырнă хăйĕн çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, сăмах хăвачĕпе вĕренекенсем умне Тюмень тăрăхĕнчи çут çанталăка, ял-хулана, унта вăй хуракан пархатарлă та ĕçчен çынсене чĕррĕн кăларса тăратрĕ. Кашни сăвви ăшăлăхпа-ырăлăхпа чуна çĕклентерчĕ, пуян содержанийĕпе тарăн шухăша ячĕ. Ытла та ăста калăпланă 80 çула çывхарса пыракан маттур сăмах ăсти Гурий Егорович хăйĕн "Çĕпĕр сăввисем" ярăма. Шкул ачисем сăвăсен авторне тимлĕ итлесе ларчĕç, тав туса тăвăллăн алă çупрĕç.& ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 448 | Хăçан хушнă: 11.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz