Шăматкун, 20.04.2024, 00:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 26
Сăн ÿкерчĕк
Аçтаха çулталăкĕ хыçа тăрса юлчĕ. Этемлĕх унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Пирĕн тăрăхри тавра пĕлÿçĕсем, яланхи пекех, иртнĕ çул та район историне тĕпчесе ăна пуянлатрĕç. Хăйсен ĕçĕсене кĕнекере, хаçат-журналпа массăллă информацин ытти хатĕрĕсенче кун çути кăтартса халăх патне çитерчĕç.
Иртсе кайнă çул Н. Янкас премийĕн лауреачĕсем — Ю. Борисов "Чыслă ĕçĕн тÿпи” (Янмурçин ялĕнчи ял хуçалăх производствин ветеранне К. Петров зоотехника халалланă), И. Степанов "Эпир çуралнă юрлама” (ача сачĕсемпе шкул ачисен юррисен пуххи), В. Константинов "Кладезь здоровья и патриотизма” (Мăн Шетмĕ тăрăхĕ çинчен), Э. Патмар, И. Патмар "Чăваш салтакĕ” (7 том), Н. Ершов-Янгер "Пурнăç шкулĕ” (ачасем валли сăвăсен пуххи), В. Рудниковапа пĕрле "Пурнăç утти” (çитĕннисем валли юрăсен кĕнеки), "Пурнăç пуçламăшĕ” (кĕçĕннисем валли) тата В. Викторов (Ванюшкасси) "Чĕрĕ çут çанталăк” (тăван тăрăх çинчен тĕрленчĕксем) кĕнекесем пичетлесе кăларчĕç. В. Данилов, И. Прокоп ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 420 | Хăçан хушнă: 26.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ кунсенче Янкасри вулавăшра çак ялта çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрленĕ пултаруллă çынна — культурăн талантлă ĕçченне, педагога, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора, сăвăç-юрăçа, спорт тусне, общество ĕçĕсен хастарне Геннадий Прокопьева сума суса Ас тăвăм кунĕ ирттерчĕç. Пурăннă пулсан Геннадий Маркович кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнче 70 çул тултарнă пулĕччĕ. Питĕ шел, йывăр чире пула вăл пирĕнтен 2002 çулхи майăн 23-мĕшĕнче вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Анчах та унăн пархатарлă ĕçĕсем халăхра нихăçан та манăçмаççĕ, ăна лайăх пĕлекенсем асрах тытаççĕ.
Геннадий Маркович Прокопьев кăрлач сиввисем шатăртаттарнă вăхăтра çут тĕнчене килсе кун çути курнă. 1943 çулхи çав вăхăтра Совет Çарĕ Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн вирлĕн çапăçнă. Унăн ашшĕ те — Марк Прокопьев — фронтра юн тăкса пуçне хунă. Тăлăха юлнă салтак арăмĕ — халĕ те пурăнакан 95 çулхи Анна Ивановна пĕртен-пĕр ывăлне пур-çук пурнăçпа пăхса ÿстернĕ. Пулас музыканта ура çине тă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 428 | Хăçан хушнă: 26.02.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çулăн пирвайхи кунĕсенче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр — Танăшран тухнă Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çуралнăранпа 72 çул тултарчĕ. Ун умĕн кăшт маларах çеç Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт” типографинче поэт пурнăçĕпе пултарулăхне туллин сăнлакан тата унăн ку таранччен пичетленнĕ сăвви-юррисенчен суйласа илнĕ чи лайăх хайлавсемпе паллаштаракан хулăн та илĕртÿллĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Ку — поэтăн хĕрĕхмĕш кĕнеки. Нумай сăввисене хамăр Трак тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсене халалланă. Ахальтен мар ĕнтĕ кĕнеке ятне те "Ентешсене пуç тайни” тесе панă. Ăна Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕ пулнă, каярах литература ĕçне кÿлĕннĕ Николай Григорьевич Григорьев пухса хатĕрленĕ.
Асăннă кĕнекене хаклама чи малтан Юрий Сементерĕн тăван енĕнчи — Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртĕнче пухăнчĕç ентешĕсем. Вăл нарăсăн 8-мĕшĕнче кăнтăрла иртрĕ. Унта вырăнти шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, çывăхри ял çыннисем хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсене валли залра Юрий Сементерĕн вуншар кĕнекисенчен ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 381 | Хăçан хушнă: 26.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юрий Миронович Миронов баянист-аккомпаниатор ячĕ район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Çапла пулмалла та...
Ю. Мироновăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Ванюшкасси ялĕпе çыхăннă. 1940 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă вăл. Тавçăруллăскер мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнса ÿснĕ. Мандолинăна куç хывнă, пĕчĕккĕн выляма хăнăхнă. Йыснăшĕ те çул уçнă, хут купăс парнеленĕ. 
Кĕçех Юрий шкул çулне такăрлама тытăнать. Пултаруллăскере хăвăртах асăрхаççĕ çав. Кунти пĕр уяв та, пĕр концерт та унсăр иртмен темелле. 
— Юра, хут купăсна тăсса яр-ха. Атя, юрлар, савăнар. Ташша тухар тата, — çамрăк тавралла сырăннă ватти-вĕтти те. — Линкка-линкка ташша, Юра! 
Çакнашкал калаçу Пшонкăри клубра вăй илнĕ час-часах. Унта пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх ертÿçин лавне туртнă-çке вăл. Тата маларах, Кĕçĕн Шетмĕри шкулта 7 çул пĕлÿ илнĕ хыççăн, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ пĕр вăхăт. Тепĕр вăхăт ялта трактор çÿретнĕ.  ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 429 | Хăçан хушнă: 26.02.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz